Чӑваш Ен делегацийӗ Хусанта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери форума хутшӑнчӗ

Цифра технологийӗсем хуласен аталанӑвне мӗнле витӗм кӳнине, Чӗмпӗр облаҫӗпе туслӑха ҫирӗплетессине  сӳтсе яврӗҫ. Сӑмах Хусанта иртнӗ Раҫҫейпе Китай хутшӑнӑвӗсене халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери "Ростки" форум пирки пырать.

Форум 33 ҫӗршывран тата Раҫҫейри 60 регионтан 10 пин ытла ҫынна "Казань Экспо" курав центрне пуҫтарчӗ. Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ. Форумӑн тӗп ӗҫ-пуҫӗсенчен пӗри - Раҫҫейпе Китайри инноваци компанийӗсен пӗрлехи куравӗ. Ҫӗнӗ технологисемпе Чӑваш Ен делегацийӗ кӑсӑклансах паллашрӗ. Хуласемпе агломерацисен аталанӑвне цифровизаци мӗнле витӗм кӳнине халалланӑ пленарлӑ ларура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионти инфратытӑм аталанӑвӗпе, "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа паллаштарчӗ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал пин те 555 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫак тӗллевпе хыснаран 3 миллиард та 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫынсене меллӗ пултӑр тесе пӗлтӗр заявкӑсене  "Чувашия. Онлайн" цифра платформи урлӑ йышӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех 2030 ҫул тӗлне "Умный город" тата "Управление системой ЖКХ" проектсем пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.

Форумра ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Чӗмпӗр облаҫӗпе туслӑха епле майпа ҫирӗплетессине сӳтсе яврӗҫ. Ял хуҫалӑхне илес пулсан, пирӗн республика кӳршӗ региона Голштински ӗне ӑрачӗн эмбрионӗсене ытларах сутма пуҫласшӑн. Унсӑр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑх-чӗп фабрикисене ӑратлӑ хур чӗпписемпе, ҫӑмартисемпе тивӗҫтересшӗн. Пирӗн регион ертӳҫи Олег Николаев тата Чӗмпӗр облаҫӗн губернаторӗ Алексей Русских туризма аталантарас енӗпе те ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗҫ.

 

Диана Иванова, Николай Скворцов