Чӑваш Ен - сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тӑрӑшакан регион

Ҫакна республикӑн физкультура тата спорт министерствин ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ вӑхӑтра палӑртрӗҫ. Анлӑ канашлу Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртрӗ. Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

Физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров докладӗнче иртнӗ пилӗк ҫулта регионта спортпа туслӑ ҫынсен шучӗ 14 процент ӳснине палӑртрӗ. Раҫҫей спорт министерствин кӑтартӑвӗпе, республикӑра пурӑнакан 700 пине яхӑн ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать.

Ҫакӑнта юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хута янӑ спорт объекчӗсен шучӗ 7 процент ӳснин тӳпи пысӑк. Пирӗн республика ку кӑтартупа ҫӗршывра 8-мӗш, Атӑл федераци округӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнать. Пӗлтӗр Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче "Волга" спорт комплексне хута яни ку тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн пысӑк парне пулнӑ. Кӑҫалхи ҫул вара тепӗр пысӑк та тахҫантанпах кӗтекен объект - хӗллехи спорт тӗсӗсемпе хатӗрленмелли Центр хута каймалла. Унӑн строительствине икӗ ҫул каялла пикеннӗ.

Тепӗр икӗ ҫултан вара шыври спорт тӗсӗсен центрӗ уҫӑлмалла. Унта халӗ ӗҫсем мӗнле пынипе Олег Николаев шӑпах канашлу умӗн паллашрӗ. Ишес енӗпе Олимп резервӗн шкулне 2020-мӗш ҫулта усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗр объекта ҫӗнӗрен хӑпартма 2 миллиард ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран ытларах пайӗ - федераци хыснинчен. Кунта харӑсах 3 бассейн - пӗри 50 метр тӑршши - пулать. Спорт комплексӗнче кунне 1 пин те 500 ҫын сывлӑхне ҫирӗплетме пултарӗ. Ҫавӑн пекех унта Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене йышӑнма пулӗ.

Ӗҫсене 2027-мӗш ҫулта вӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех кӑҫал футбол спорт шкулӗ ҫумӗнчи тӑрӑ айӗнчи манеж хута каймалла. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртамра физкультура комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Регионта пурнӑҫланакан тӗрлӗ программа та ытларах ҫынна спортпа туслашма пулӑшать. Ачасем валли шкулсенче самбо, волейбол, шахмат, футбол, баскетбол секцийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра  регионти 25 шкулта 2 пине яхӑн ача самбо енӗпе ӑсталӑхне туптать. 5 ҫул хушшинче республикӑри 342 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗме тивӗҫ пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫул ҫеҫ чӑваш спортсменӗсем 2 пин ытла медаль ҫӗнсе илнӗ.

5 ҫулта аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче спортпа туслӑ ҫынсен шучӗ 2 хут ҫурӑ ӳснӗ. Ҫавна май ветерансем республикӑри ҫеҫ мар, ҫӗршыври ӑмӑртусенче те аван кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.

Коллеги ларӑвӗнче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан тренерсене, спорт шкулӗн ертӳҫисене, пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ спортсменсене чысларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене патшалӑх тата ведомство наградисем парса хавхалантарчӗҫ.

 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов