Чӑваш академи драма театрӗнче вӗренӳ иртрӗ

Унта ҫӑлавҫӑсем халӑх нумай хутшӑннипе пулакан ӗҫ-пуҫа хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ыйтусене тимлӗх уйӑрчӗҫ. Ёлкӑсем пуҫланнӑ май ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Сценари тӑрӑх театрӑн тӗп сцени ҫинче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Залри ытларах ҫынна эвакуациленӗ, темиҫе куракан вара тӗтӗм тыткӑнне лекнӗ. Ҫавӑнпа та пӗрремӗш йышӑну ҫынсене ирӗке кӑларасси пулчӗ. Драма театрӗ ҫывӑхне васкавлӑ 12 техника килсе чарӑнчӗ. Пушара хирӗҫ 40 ҫӑлавҫӑ кӗрешрӗ. Вӗсем ҫулӑма кӗске вӑхӑтрах лӑплантарма пултарчӗҫ. Кун пек вӗренӗве  тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.

 

Надежда Александрова