Петр Осипов хальхи Куславкка тӑрӑхӗнчи Кутемер ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти гимназире, музыка училищинче, Хусанти университетра медицина факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш драма театрне йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ. Сцена ҫинче вылянипе пӗрлех, пӗр вӑхӑт тӗп режиссерта тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне "Хура юпа" пӗрремӗш чӑваш кинофильмӗнче Тевлет рольне калӑпланӑ. Хусантан Шупашкара таврӑнсан сывлӑх сыхлавӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ. Халӑх комиссариачӗн уйрӑмӗн ертӳҫи, Шупашкар хула больницин тӗп тухтӑрӗ, 16 ҫул республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗнче тӑрӑшнӑ. Пултарулӑх ӗҫне те пӑрахман. Петр Осипова астӑвакансем пурри уйрӑмах паха.
Петр Осипова 20 ытла пьеса ҫырнӑ. Чи паллисем - "Кушар", "Икӗ каччӑн пӗр шухӑш", "Айтар". Вӗсем пурте чӑваш театрӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Унӑн пьесисем паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатман. Наталья Сергеева режиссер 2019-мӗш ҫулта драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ "Сурхури сӑри" спектакле куракансем патне ҫитернӗ.
Литературӑри тата медицинӑри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Петр Осипова Ӗҫлӗх хӗрлӗ ялав, Халӑхсен Туслӑхӗ, "Хисеп палли" орденсемпе тата чылай медальпе чысланӑ. Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ мухтавӗпе паттӑрлӑхӗн Кӗнекине кӗртнӗ. Асӑну каҫӗнче пухӑннисем архиври видеосемпе, спектакльсен сыпӑкӗсемпе паллашма пултарчӗҫ.
Надежда Александрова, Игорь Ульянов