Чӑваш академи драма театрӗ ҫамрӑксене ӑсталӑхне кӑтартма йыхравлать

Кӑҫал Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускаври Щукин ячӗллӗ института ултӑ чӑваш ҫамрӑкне вӗрентме яни ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аслӑ шкул ректорӗ ҫитес ҫул тепӗр ултӑ хӗрпе качча йышӑнма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Пултаруллӑ яш-кӗрӗме пуҫтарса ятарлӑ курс уҫас тесе, театр ҫамрӑксене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗпе 28-мӗшӗнче ӑсталӑхне кӑтартма йыхравлать. 

Халӑхра "Артист пулма ӗмӗтленмен хӗрача ҫук" теҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтӗр чи пултаруллисене суйласа илес тӗллевпе шкул ачисем патне ҫитсен, ҫак каларӑш чӑннипех ҫирӗпленнӗччӗ: хӗрсем сцена ҫинче хӑйсене хӑюллӑрах тытаҫҫӗ, юрлама-ташлама ӑста пулнине те ирӗклӗн кӑтартаяҫҫӗ. Анчах театр, паллах ӗнтӗ, талантлӑ, кӗрнек, курӑмлӑ йӗкӗтсене те кӗтет.

Тӑван ӳнере аталантарассишӗн тӑрӑшакан театр пуҫлӑхӗ чи пултаруллисене вӗтӗ куҫлӑ ала витӗр кӑларма институтӑн доцентне чӗнсе илнӗччӗ. Пулас артистсен илемлӗх ертӳҫи пулма килӗшнӗ Валерий Маркин 22 ҫамрӑкран саккӑрӑшне кӑна суйласа илнӗ: икӗ каччӑ та ултӑ хӗр. Анчах тӗп хулара вӗсен тепӗр тӗрӗслев витӗр тухма тивнӗ.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн тӑватӑ ҫултан театрпа кино актёрӗн дипломӗпе хамӑр пата таврӑнас ачасене пил пама театр институтне Олег Николаев Республика Пуҫлӑхӗпе Светлана Каликова культура министрӗ те кайнӑ. Ертӳҫӗсем наци ӳнерӗн пуласлӑхӗшӗн ҫапла ҫине тӑнине кура, институт ректорӗ Евгений Князев чӑвашсене ҫитес ҫул тепӗр ултӑ вырӑн пама шантарнӑ.

Артист пулма ӗмӗтленекен 16-21 ҫулти хӗрсемпе каччӑсен авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетре е 28-мӗшӗнче 11 сехетре Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пултарулӑхне кӑтартма пымалла. Конкурса хутшӑнакансен сӑвӑ, юптару, монолог каласа памалла, юрласа-ташласа кӑтартмалла. Сӑмах май, вӗсен вырӑс литературипе пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ тытса 40 балран кая мар пухмалла. Тата чӑвашла калаҫни пӗлтерӗшлӗ. Тӗплӗнрех театр сайчӗ ҫинче вуласа пӗлме пулать.

 

Марина Карягина