Учреждени хӑйӗн алӑкне 1975-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта 147 инвалид пурӑнать. Ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Октябрьски ялӗнче хушма уйрӑм ӗҫлет. Интернатра пурӑнакансенсене аталанма тата вӗсене пулӑшма тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ.
Кунта пурӑнакансем пушӑ вӑхӑтне тӗрлӗ кружокра усӑллӑ та кӑсӑклӑ ирттерме пултараҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе вӗсем уява килнӗ хӑнасене те паллаштарчӗҫ. Ачасем ал ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ: тӗрлеҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, гипсран тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ, супӑнь те хатӗрлеҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем валли хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ.
Учрежденире театр студийӗ ӗҫлет, ташӑ тата юрӑ-кӗвӗ ансамблӗсене йӗркеленӗ. Унта ҫӳрекенсем тӗрлӗ шайри конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫӗршыври тупӑшусенче те палӑрнӑ.
Учреждени ертӳҫи Елена Романова пухӑннисене саламланӑ май, умра пысӑк тӗллевсем пулнине, интерната ҫӗршывра чи лайӑххисен шутне кӗртме ӗмӗтленнине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин