Ҫӗршывӗпе иртнӗ "Йӗлтӗр йӗрӗ - 2025" чупӑва республикӑра 62 пин ытла ҫын хутшӑннӑ

43-мӗш хут йӗркеленӗ спорт уявне кӑҫал Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин Ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. 

Республикӑри тӗп старт Шупашкарта, хӗллехи спорт вӑййисен центрӗнче, биатлонпа йӗлтӗр комплексӗнче иртрӗ.  Кунта сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан пин те 500 ытла ҫын пуҫтарӑнчӗ. Кӑҫал старта тухакансен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те пулчӗҫ. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

"Йӗлтӗр йӗрӗ" спорт уявӗн тапхӑрӗсем республикӑри 19 муниципалитетра иртнӗ. Ҫанталӑка пула виҫӗ округра массӑллӑ ӑмӑртӑва  кӑшт каярах йӗркелеме йышӑннӑ.  Улатӑрта тата Патӑрьелте пурӑнакансем  нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, елчӗксем вара ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче старта тухӗҫ. Пӑрачкавсем тупӑшу кунне хальлӗхе палӑртман.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем унсӑр пуҫне патриотла акцие хутшӑнчӗҫ, халӗ ҫӗршыва харсӑр хӳтӗлекенсен ячӗпе виҫкӗтеслӗ ҫырусем ҫырчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем пӑтӑпа тата вӗри чейпе сӑйланма пултарчӗҫ.

Халӑхра сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарасси Республика Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 2030 - мӗш ҫул тӗлне регионта пурӑнакансен 70 процентне спорта явӑҫтарма тӗллев лартнӑ.

 

Леонид Петров, Бахтияр Велиев