Акатуй ВДНХ пуҫарнӑ "Халӑхсен туслӑхӗ" фестиваль шучӗпе иртрӗ. Пысӑк уяв карти ҫӗршыври тӗрлӗ регионта пурӑнакан ентешсене пӗрлештерчӗ.
Уяв лаптӑкӗнче кунӗпех тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Куракансем халӑх йӑли-йӗркипе, культура пуянлӑхне сӑнлакан концерт программипе паллашма пултарчӗҫ. Акатуя чылайӑшӗ наци костюмӗсемпе килнӗ. Ентешсем тӑван чӗлхешӗн, юрӑ-кӗвӗшӗн тунсӑхланине каларӗҫ.
Кунта ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те хӑйсене валли мӗн те пулин кӑсӑкли тупма пултарчӗҫ. Ал ӗҫ ӑстисемпе апат-ҫимӗҫ хатӗрлекенсем мастер-классем ирттерчӗҫ. Куракансем наци апачӗ пӗҫерме, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем ӑсталама вӗренчӗҫ. Мускавра пурӑнакансене ҫавӑн пекех анлӑ курав та илӗртрӗ.
Паян чӑвашсем халӑх шучӗпе ҫӗршывра пиллӗкӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ламран-лама куҫса пыракан йӑла-йӗркене упраса хӑварасси - тӗп тӗллевсенчен пӗри. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Патшалӑх Думин депутачӗсем, ытти хисеплӗ хӑнасем саламларӗҫ.
Сцена ҫинче республика тата ҫӗршыв аталанӑвне пысӑк тӳпе хунисене чысларӗҫ. Вӗсен йышӗнче Михаил Марцев Раҫҫей Геройӗ пулчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче кӑтартнӑ хӑюлӑхшӑн ҫар офицерне "Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни" ята пама йышӑннӑ. Чӑваш ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ каччӑ хӑйӗн батальонӗпе пин ҫухрӑм парӑнтарса Курск облаҫӗнче хӳтӗлев йӗркеленӗ. Вӑл ертсе пынипе Раҫҫей салтакӗсем тӑшмана малалла ирттерсе яман.
Спорт лапамӗнче вара кӗрешӳ енӗпе хӗрӳ ӑмӑрту пулчӗ. Кавир ҫине Чӑваш Енри спортсменсемпе пӗрлех Самар, Чӗмпӗр, Мускав облаҫӗсенчи, Тутарстан, Пушкӑрт, Дагестан, Карачай-Черкес республикисенчи тата Мускав хулинчи хастарсем тухрӗҫ. 66 тата 81 кило таякансем хушшинче пирӗн спортсменсене ҫитекен пулмарӗ. Медаьсемпе пӗрлех мала тухнисем Пӗтӗм тӗнчери наци кӗрешӗвӗсен иккӗмӗш вӑййисене хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илӗҫ. Ку сумлӑ ӑмӑрту Чӑваш Енре юпа уйӑхӗнче иртет.
Леонид Петров, Дмитрий Ковалев, Юрий Марков, Павел Иритков, Николай Скворцов, Арен Агавилян