Ҫӗрпӳре тӑватӑ кун Тихвин ярмӑркки ӗҫлерӗ

Вӑл ал ӗҫ ӑстисене, тавар сутакансене, тӗрлӗ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсене пӗрлештерчӗ.

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче темиҫе ӗмӗр каяллах пуҫарнӑ Тихвин ярмӑркки паянхи кун та халӑха илӗртет. Хуҫалӑхра кирлӗ япала туянма тӗрлӗ ҫӗртен килеҫҫӗ хӑнасем. Мӗн кӑна ҫук кунта! Ҫаваран пуҫласа тӗрлӗ сувенир таранах. Лавккара кун пек япаласене тупма ҫук. Тихвин ярмӑркки 70-е яхӑн ал ӗҫ ӑстине пӗрлештерчӗ. 
Ярмӑрккара мӗн ӗлӗкренех шӑхличсем сутнӑ. Ҫак йӑла халӗ те упранса юлнӑ. Хӑйнеевӗрлӗ ҫӑмхасене те халӑх килӗштерет. "Вырӑсла вӗсене йо-йо теҫҫӗ. Упӑшка вӗсемпе аппаланма юрататьчӗ", - каласа парать Елена Иванова. Вӑл  миххи-миххипе ӑсталанӑ ҫӑмхасем тата темиҫе ярмӑрккӑна хутшӑнма ҫитет, терӗ. 
Кун пек каруҫел ҫинче уявсенче ҫеҫ ярӑнма пулать - кӑмӑл тӑвакансене шавлӑ юрӑ-кӗвӗпе илӗртеҫҫӗ. Унӑн историйӗ пуян, 80-мӗш ҫулсенче ӑна Етӗрне тӑрӑхӗнчи пӗр колхоз вӑйӗпе ӑсталанӑ. Асаттесен ӗҫне хисеплесе каруҫеле ҫӗнетме йышӑннӑ хастарсем.

Тихвин ярмӑркки тӑватӑ кун кӗрлерӗ. Программа пуян пулчӗ - хӑнасем наци апат-ҫимӗҫ фестивалӗнче сӑйланчӗҫ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнчӗҫ, фольклор ушкӑнӗсен концертӗнче савӑнчӗҫ. Чӑваш юрри-кӗвви ҫеҫ мар, вырӑс, пушкӑрт, мари халӑхӗсен пултарулӑхӗпе те паллашма май пулчӗ.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров