Ҫӗнтерӳҫӗсем республика чысне ҫӗршыври ӑмӑртусенче хӳтӗлӗҫ

Чӑваш Енри боксерсем 81-мӗш хут чемпион ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Ринга тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем тухрӗҫ. Вӗсен хушшинче хӗрсем те пулчӗҫ.

Ӑмӑрту республика тӗп хулинчи Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче иртрӗ. Пурӗ унта 11 округпа 5 хулари 200 ытла спортсмен тупӑшрӗ. Вӗсен хушшинче ҫак шайри турнира пӗрремӗш хут хутшӑнакансем те пулчӗҫ. Апла пулин те ҫамрӑксем ҫухалса каймарӗҫ. 54 килоллисен ушкӑнӗнче финалта Патӑрьелти Вильдан Юсуповпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Антон Егоров тӗл пулчӗҫ. Вильданшӑн ку пӗрремӗш сумлӑ ӑмӑрту пулин те, вӑл ҫивӗч кӗрешӳре кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ.

Мала тухнисене медальсемпе пӗрлех Европа тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрнӑ чӑваш боксерӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсемлӗ футболкӑсем парнелерӗҫ. Чемпионат пӗтӗмлетӗвӗпе республикӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне йӗркелеҫҫӗ. Унта лекнисем Чӑваш Ен чысне тата сумлӑрах турнирсенче хӳтӗлӗҫ.

 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин