Ҫӗнтерӗве туптанӑ кашни ҫын мухтава тивӗҫ

Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял Очӑкасси - пӗчӗк ял. Апла пулин те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине унтан 39 ҫын тухса кайнӑ, 18-шӗ таврӑнайман. Ҫӗнтерӗве туптанӑ кашни ҫын мухтава тивӗҫ пулнине шута илсе ял халӑхӗ хӑйсен вӑйӗпе палӑк лартнӑ.

Ҫӗньял Очӑкасси ялӗнче хальхи вӑхӑтра 40 ытла кил. Хаяр вӑрҫӑ кашни ҫемьене пырса тивнӗ. Пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе пуху ирттернӗ, астӑвӑм вырӑнӗ тума йышӑннӑ. Ҫак тӗллевпе ял ҫыннисем 100 пин тенкӗ ытларах укҫа пухнӑ.

Палӑка уҫма депутатсем, ял ҫыннисем, ку ялта ҫуралса ӳснисем хутшӑнчӗҫ. Хастарсене сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗҫ. Ҫӗньял Очӑкассинчи палӑк паттӑрсене никама та манманнине ҫирӗплетет. Вӗсен ячӗсем килес ӑрусен асӗнче те пулӗҫ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин