Ҫу кунӗсене вӗҫлекен вырсарникун чиркӳсенче ача-пӑча нихҫанхинчен нумай пулчӗ. Уйрӑмах республикӑри тӗп чиркӗве – Введени соборне чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ вӗсем. Ҫак кунсенче кунта Мускаври Телейлӗ Матрона Аннемӗрӗн таса ӳчӗн пайне илсе килнӗ. Таса япала умӗнче пуҫ тайса кӗлтума ҫитӗннисем ачисемпе килеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вӗсемпе пӗрле литургие хутшӑнса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн пиллӗх илчӗҫ.
Ытти кунсемпе танлаштарсан, хальхинче ҫылӑх каҫарттаракансен черетӗнче шкул ачисемпе ҫамрӑксем нумайӑн пулчӗҫ. Туррӑн Ӳчӗпе Юнне ӑша илекенсен йышӗнче ытларах шкул ачисемпе студентсем, колледжсемпе училищесенче пӗлӳ илекенсем. Кӗлӗ йӗрки вӗҫленсен вӗренекенсемшӗн ятарлӑ молебен иртрӗ. Унта Турӑран тарӑн пӗлӳ илес тесе пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Христос тӗнӗпе пурӑнакансем хӑйсен ачисем пуян ӑс-хакӑллӑ, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен таса пулччӑр, Чӑн тӗнпе пурӑнччӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Турра вӗренекенсемшӗн ҫеҫ мар, учительсемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗшӗн те, пӗлӳ илме пулӑшакансемшӗн пуриншӗн те тархаслаҫҫӗ. Кӗлӗ вӗҫленсен священниксем чиркӗве килнисене таса шывпа сирпӗтрӗҫ. Чиркӳ ҫапла пилленине Турра ӗненекенсем пурнӑҫра пулӑшакан тивлет вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина