"Экологи" наци проектне пурнӑҫласа Раҫҫей правительстви Чӑваш ене 3 миллиард ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак пулӑшупа усӑ курса республикӑра коммуналлӑ каяшсене тирпейлемелли 3 комплекс хута янӑ. Ҫавна май регионта халӗ ҫӳп-ҫаппа ытти ӑпӑр-тапӑрӑн 70-е яхӑн процентне суйланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Ятарлӑ станцисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Вӑрнар тӑрӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ комплекс вара экологи лару-тӑрӑвне тата та лайӑхлатма пулӑшӗ.
Лару-тӑру кӑштах улшӑнма та пултарать. Ҫӗнӗ станци Ҫӗрпӳ тата Трак тӑрӑхӗнчи ялсен хытӑ каяшӗсене те йышӑнма пултарать. Кунта суйланӑ ӑпӑр-тапӑрӑн 12 ытла процентне вара иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртме май пулӗ. Объектра халӗ лицензи илесси ҫеҫ юлнӑ. Раҫҫей правительствин председателӗн ҫумӗ Дмитрий Патрушев тата ҫӗршывӑн экологии министрӗ Александр Козлов ҫӳп-ҫап тирпейлемелли комплекспа тӗплӗн паллашрӗҫ. Ӑна тунӑ чух 85 процент таран Раҫҫейре кӑларнӑ хатӗрсемпе усӑ курнӑ. Дмитрий Патрушев ҫӗнӗ объект лайӑх тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине палӑртрӗ. Ҫак ӗҫе малалла та тухӑҫлӑ йӗркелесе пымаллине каларӗ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров