Ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси тата пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстересси

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Чӑваш Енри мӗнпур салтака транспорт налукӗ тӳлессинчен хӑтарӗҫ. Кун пирки калакан саккун проектне Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырларӗҫ. Хальччен ҫак ҫӑмӑллӑхпа ҫӗршыва хӳтӗлеме республикӑри ҫар комиссариатӗнчен тухса кайнисем ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ. Малашне контракт ӑҫта ҫырнине шута илмӗҫ. Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ ытти ыйтусене Екатерина Фомина тишкерсе тухрӗ. 

Шупашкар округӗнче йывӑр тиев йышӑнмалли причал тума палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе 10 ытла гектар ял хуҫалӑх ҫӗрне урӑх категорие куҫармалла. Кун пирки калакан документа Министрсен Кабинечӗ ырларӗ. Инвесторсем хӑйӑр, вак чул тата ытти металсӑр строительство хатӗрӗсене тиемелли, пушатмалли пысӑк комплекс йӗркелесшӗн, унта хӑватлӑ крансем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Проект хакӗ - икӗ миллиард тенкӗ ытла, ӑна пурнӑҫа кӗртни 350 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ. 

"Перспектива" гранта агротуризма аталантарма илес текенсене улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Бизнес-планри хӑш-пӗр кӑтартусене кӑҫалтан ӳстерме йышӑннӑ. Чи нумаййи - 100 балл - продукци сутса илекен тупӑш 40 миллион тенкӗ, уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 37 пин тенкӗ пулсан параҫҫӗ. Унччен 10 миллион тата 25 пин тенкӗ те ҫителӗклӗ пулнӑ. Грант укҫипе йӗркеленӗ агротуризм хуҫалӑхӗпе ҫулталӑкне 600 ҫынран кая мар паллашмалла. Фермерсем патшалӑхран 10 миллион тенкӗ таран илме пултараҫҫӗ. 

Патшалӑх е муниципалитет харпӑрлӑхӗнче шутланакан ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче инвалидсем валли пандус вырнаҫтарас, ҫавӑн пекех шыв, газ, электричество объекчӗсене тӑвас йӗрке ансатланӗ. Малашне ҫакна тума нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен пухӑвне ирттермелле пулмӗ. Ҫак улшӑнусем строительство ӗҫне хӑвӑртлатма май парасса палӑртрӗҫ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче. 

Правительство канашлӑвӗнче аслӑ ӑрури ҫынсене тимлӗх уйӑрасси пирки те сӑмах пычӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫитес пилӗк ҫуллӑха ятарлӑ программа ҫирӗплетрӗ. Унпа килӗшӳллӗн 2030-мӗш ҫул тӗлне пурнӑҫ тӑршшӗ 77 ҫулпа танлашмалла, физкультурӑпа тата спортпа туслисен йышне 86 пин те 700 ҫынна ҫитермелле. 

Ҫавӑн пекех аслӑ ӳсӗмрисене вӗренӳ, пултарулӑх проекчӗсене, ыр кӑмӑллӑх юхӑмне явӑҫтармалла. Социаллӑ центрсен ӗҫне те аталантарас тӗллевлӗ. Халӗ республикӑра ҫавнашкал 13 вырӑн йӗркеленӗ. Унта ҫулланнӑ ҫынсене вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пӗтӗм май пур. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫавнашкал центрсем Муркаш тата Тӑвай округӗсенче уҫӑлмалла. Ҫитес пилӗк ҫулта вара вӗсене мӗнпур муниципалитетра хута ярӗҫ.

 

Екатерина Фомина, Дарья Паскарюк, Игорь Ульянов