Ҫӗнӗ Ҫул хыпарӗсем. «Алан клиник»

Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ пуҫарнӑ "Ҫӗнӗ Ҫул хыпарӗсем" проектпа килӗшӳллӗн "Алан Клиник" медицина центрӗнчи специалистсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Унти тухтӑрсем мӗнле сиплев меслечӗсене тӗпе хунине тата хӑйсен сывлӑхне вӗсене миҫе ҫын шанса панине сюжетра каласа кӑтартӑпӑр.

"Алан Клиник" медицина центрӗ 14 ҫул урологи тата проктологи чирӗсемпе аптракансене пулӑшать. Ҫак хушӑра кунта 250 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Кашнин ыйтӑвне тивӗҫтересси - клиникӑри тухтӑрсен тӗп тӗллевӗ. Тӗрлӗ сӑлтавпа килекенсене пысӑк опытлӑ специалистсем йышӑнаҫҫӗ. Вӑл шутра аслӑ квалификациллӗ тухтӑрсем, медицина ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗсем. Профессионалсем пациентсене пӗрремӗш консультацирен сывалса ҫитичченех тимлеҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ҫур ҫул кашнин сывлӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Диагноз лартиччен тухтӑрсем кашни саманта шута илеҫҫӗ, хальхи йышши аппаратсем пулӑшнипе диагностика тӑваҫҫӗ.

Клиникӑри стационарта сиплев курсӗ витӗр тухма та пулать. Тухтӑрсем ятарлӑ майсемпе ӳте касмасӑр тенӗ пек операци ирттерме пултараҫҫӗ. Кун пек чухне наркоз та кирлӗ мар. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ ӑш-чикшӗн сиенсӗр меслет шутланать. Ун хыҫҫӑн пациентсем часах вӑй илеҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Елена Буинцева, Вадим Владимиров