"Родничок" ача сачӗ 1987-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Кунта тӗплӗ юсав нихӑҫан та пулман. Ҫавӑнпа та ку чылайранпах кӗтнӗ пысӑк ӗҫ. 2022-мӗш ҫулта ӑшӑ тытӑмне, 23-мӗшӗнче вырӑнти хысна укҫипе ҫурт тӑррине ҫӗнетме май килнӗ. Халӗ вара ача сачӗ тултан та, шалтан та улшӑнмалла. Юсав ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ.
Унсӑр пуҫне хальхи вӑхӑтра чӳречесем лартаҫҫӗ, ӑшӑ урай тӑваҫҫӗ, коммуникаци тытӑмӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Подрядчик палӑртнӑ тӑрӑх, объект 35 процент хатӗр. Эппин, ӗҫӗ нумай-ха.
Хӑш-пӗр материал тӗлӗшпе халӗ те килӗшӳ туман. Ку ыйтӑва ҫак кунсенче татса памаллине палӑртрӗ Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Унсӑр пуҫне объектра рабочисем те ҫитмеҫҫӗ. Халӗ кунта 32 ҫын ӗҫлет. Пӗрисем шалта, теприсем ҫурт таврашӗнче тӑрӑшаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле тӗплӗ юсав валли федераципе республика бюджечӗсенчен 108 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Объектра ӗҫсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшчен вӗҫлемелле. Ҫакна тимлесех тӑрӑпӑр, терӗ Дмитрий Захаров.
Халӗ пӗлӳ учрежденисене вӗренӳ ҫулне йышӑнасси пырать. Паянхи куна республикӑри шкулсемпе садиксен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ ачасене кӗтсе илме хатӗр. Чи пӗрремӗшӗ ҫак ӗҫе Красноармейски тӑрӑхӗнче вӗҫленӗ. Шупашкарта та ача сачӗсем пӗтӗмпех хатӗр. Шкулсене вара ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне тӗрӗслесе пӗтерме палӑртнӑ. Чи малтанах калӑпӑшлӑ ӗҫсем пыракан учрежденисене тимлӗх уйӑрӗҫ. Хальлӗхе Йӗпрӗҫ тӑрӑхӗнче лару-тӑру кӑткӑсрах. Муниципалитет администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна 22 вӗренӳ учрежденирен 9 шкулпа 1 ача сачӗ кӑна ятарлӑ тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
Диана Иванова, Виктор Степанов