Ҫӗмӗрле хули Аслӑ уяв ячӗпе 10-мӗш хут тӗрлӗ ӑрурисене пуҫтарчӗ. Кунта - кадетсемпе ҫарпа патриотла юхӑмсен хастарӗсем, вӑрҫӑ ачисем, хӗрӳ вырӑнсенче пулнӑ ветерансем. Пирӗн тӗллев - Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварсси, палӑртрӗҫ тухса калаҫакан сумлӑ хӑнасем. Ку хутӗнче 300 ытла вӗренекен пултарулӑхне кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Тӳресем 12 хулапа округри 23 ушкӑн ӑсталӑхне хакларӗҫ. Унччен маларах вӗсем муниципалитет шайӗнчи конкурссенче тупӑшса ҫӗнтернӗ. Малтанах кадетсем куракансене стройпа утса тухса саламларӗҫ. Чи пултаруллисене виҫӗ ӳсӗм ушкӑнӗнче палӑртрӗҫ. Ӑсталӑхне ҫамрӑксем 5 енпе кӑтартрӗҫ. Чылайӑшӗ республика шайӗнчи тупӑшӑва тӑтӑшах хутшӑнать.
Кадетсем хӑнӑхтарусенче офицерсем паракан командӑсене тимлӗ итлерӗҫ. Ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисем ҫавӑн пекех ӳт-пӳ ҫирӗплӗхне спорт нормативӗсене пурнӑҫласа кӑтартрӗҫ. Тӳресем ушкӑнсен тум-тирне те хакларӗҫ, ҫакӑншӑн хушма баллсемпе хавхалантарчӗҫ.
Ача-пӑча пултарулӑх керменӗн иккӗмӗш хутӗнче вара асаттесемпе асаннесен ҫамрӑклӑхӗнчи юрӑсем янӑрарӗҫ. Вӗсен ҫеммипе кадетсем вальс ташшинче ҫаврӑнчӗҫ. Ҫакӑ пуриншӗн те чи хумхануллӑ самантсенчен пӗри пулчӗ.
"Сыны Отечества" офицерсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем конкурса хутшӑнакансем хатӗр курсантсем пулнине палӑртрӗҫ. Кадет шкулӗсенчен вӗренсе тухнисенчен чылайӑшӗ, чӑнах та, малашне ҫар ҫулне суйласа илет. Курсантсен ретӗнче чӑваш ачисен йышӗ ӳссе пынӑран, офицерсем ҫак ӗҫе малалла та тытса пыма хатӗр. Ҫар училищисене вӗренме кӗрессипе паян Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче пӗрремӗш вырӑнта.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе кӗҫӗннисен ушкӑнӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗн ячӗпе хисепленекен Янкӑлч вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пӗрремӗш пулчӗҫ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкулти кадетсем вӑтам ӳсӗмрисем хушшинче палӑрчӗҫ. Аслисен ушкӑнӗнче Кубока Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫӗнсе илчӗҫ.
Леонид Петров, Виктор Степанов