Зайцевсен ҫемйинчи пӗртен-пӗр хӗрарӑма арҫыннисем алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреме хатӗр, кухньӑра та яланах пулӑшаҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ Илья Хусанти чукун ҫул транпорчӗн техникумӗнче вӗренет. Кашни килмессерен ашшӗпе амӑшне тата шӑллӗсене икерч пӗҫерсе савӑнтарать. Зайцевсем ачисене мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтараҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑта телевизор умӗнче ларса мар, усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Канмалли кунсенче те ирех тӑрса чупма тухаҫҫӗ.
Ҫемьере чи пуҫарулли - амӑшӗ. Татьяна Зайцева упӑшкипе ывӑлӗсене спорт тата экологи акцисене хутшӑнма хавхалантарсах тӑрать. Ачасене юратура ҫитӗнтерни - пӗрре, вӗсене пур енлӗ аталантармалла, тет вӑл.
Зайцевсем ялта ҫурт та лартнӑ. Ӗмӗте пурнӑҫлама ача амӑшӗн капиталӗ пулӑшнӑ. Унччен кунта аслашшӗпе мӑн аслашшӗ пурӑннӑ. Ҫемье пуҫӗ - Алексей пыл хурчӗ ӗрчетет. Пур ҫӗрте те ӗлкӗрес тесен кун йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмалла, каласа парать Татьяна Зайцева. Вӑл математика учителӗ, ҫавӑнпа та тӗрӗслӗхе юратать. Ҫӗмӗрлери 6-мӗш шкулта ачасене хисепсемпе ӗҫлеме вӗрентет. Сӑмах май, Татьяна Сергеевна 4-мӗш сыпӑкри педагог. Ҫемьен пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ - 600 ҫул ытла. Математика учителӗ пулма амӑшӗн тӗслӗхӗ хавхалантарнӑ ӑна.
Енчен те кукамӑшпе амӑшӗ математикӑра ӑста пулсан. Ҫемье пуҫӗ - Алексей Михайлович - ачасене биологипе хими тӗнчине илӗртет. Профессипе вара вӑл - пыл-хурт ӑсти. Ҫапах та шӑпа ӑна вӗрентекен пулма пӳрнӗ. Тепӗр тесен, педагогика ӗҫне кӳлӗнмесен, тен, мӑшӑрӗпе те тӗл пулмӗччӗ. Пӗр хулара тата пӗр шкулта вӗреннӗскерсем Мари тӑрӑхӗнчи педагогсен слетӗнче паллашнӑ.
Алексей Михайлович гитара ӑста калать, юрӑсем те ҫырать. Мӑшӑрӗ те музыкӑпа туслӑ. Зайцевсем пӗр пӗрне яланах тӗрев парса пыраҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗсем, тӗслӗхрен, професси суйланӑ чухне ашшӗ-амӑш ҫулӗпе каяс темен - ҫакӑншӑн вӗсене хирӗҫлемен. Тен, 12 ҫулти Мирослав учитель пулӗ. Вӑл шахмӑтла выляма шӑллӗне кӑна мар, хулара ятарлӑ секцине ҫӳрекенсене те вӗрентет.
Зайцевсен - чылай ҫитӗнӳ. "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" медаль орденне тивӗҫ пулнӑ, республикӑри ҫемьесен конкурсӗнче те пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Халӗ вара Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗленӗ.
Раҫҫйӗпе 388 заявка панӑ. 88-шӗ ҫеҫ финала тухнӑ. Зайцевсем "Нумай ачаллӑ ҫемье" номинацире палӑрнӑ. Ҫак кунсенче вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мускавра чысларӗҫ.
Зайцевсен сӑмахӗпе ҫемьере ӑнлану пулмасан, кашни хӑйӗн тӗллевӗпе пурӑнсан - ӗҫ тухмасть. Пӗр-пӗрне хисеплесен ҫеҫ ҫунатланса ҫитӗнӳсем тума пулать.
Вероника Павлова, Святослав Петров