Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Юманай шкулӗ ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Пӗрремӗш вӗренекенсене ку пӗлӳ ҫурчӗ 135 ҫул каялла йышӑннӑ. Пысӑк уяв хисеплӗ хӑнасене, вӗрентекенсемпе тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисене, педагогика ветеранӗсене пуҫтарчӗ.

Юманай шкулӗн историйӗ 1889-мӗш ҫулта ҫырӑнма пуҫланӑ. Петр Скворцов пачӑшкӑ тата Иван Никитин ҫамрӑк педагог тӑрӑшнипе Кабацки, хальхи Ҫеремлӗх ялӗнче пӗрремӗш хут 27 ачана пӗлӳ пама пуҫланӑ. Уроксене Захар Евграфов хресчен ҫуртӗнче ирттернӗ. Ҫулталӑкран вара шкула Юманай салине куҫарнӑ. 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Иван Яковлев просветитель ҫак тӑрӑха килсе кайни  пӗлӳ парас ӗҫе ҫӗнӗ витӗм кӳнӗ. Чиркӳ ҫумӗнчи шкулта арҫын ачасемпе пӗрлех хӗр ачасене те хутла вӗрентме тытӑннӑ. 30-мӗш ҫулсенче 7 класс, унтан 9 класс таран ӑс пухнӑ кунта. 1942-мӗш ҫулта вара вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑр пӗрремӗш хут ачасене тулли 10 класлӑ пӗлӳ парса кӑларнӑ. Паян шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл Севастьян Архипов фронтовик ячӗпе хисепленсе тӑрать. Вӑрҫӑ ветеранӗ 20 ҫула яхӑн шкула ертсе пынӑ. Ҫав тапхӑрта учреждени чӑн-чӑн пӗлӳ центрӗ пулса тӑнӑ.

Паянхи куна шкултан 4 пин ытла ачана вӑтам пӗлӳ парса аслӑ ҫул ҫине кӑларнӑ. Чылай вӗренекен республикӑшӑн тата ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫын пулса тӑнӑ. Вӗсен йышӗнче ученӑйсем, спорт маҫтӑрӗсем, тава тивӗҫлӗ врачсемпе учительсем, юристсем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, инженерсем, ҫар ҫыннисем. Тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем шкулпа паллашнӑ май ачалӑхне хумханса аса илчӗҫ, учительсене чунтан тав турӗҫ.

Юманай шкулӗ паян хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Вӑл Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи чи вӑйлӑ пӗлӳ учрежденийӗсенчен пӗри шутланать.  Ҫӗнӗлӗхсене ҫурта кӗрсенех асӑрхама пулать. Федераци программипе килӗшӳллӗн спорт залне ҫӗнетнӗ. Шкул ҫуртне те тӗпрен юсанӑ. Кунти музей вара ял кун-ҫулне сӑнлать. Унтах культурӑпа истори урокӗсем иртеҫҫӗ. Тӗп предметсене вӗрентнипе пӗрлех ачасене наукӑпа технологи енӗпе хушма пӗлӳ параҫҫӗ. Ҫак ӗҫре "Точка роста" тата "Ача-пӑча пуҫарулӑхӗн центрӗ" кабинетсем пулӑшса пыраҫҫӗ. Ӳсекен ӑрӑва вӑтам классенченех пулас профессие суйлама пулӑшаҫҫӗ. Сӑмах май, учреждени "Знание" ҫутӗҫ проекчӗн пилотлӑ лаптӑкӗ шутланать. Ҫавӑнпа та сахал мар вӗренекен республика тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссемпе олимпиадӑсенче хӑйсен ӑсталӑхне ҫирӗплетнӗ.  Юманайсем  пултарулӑхра та ӑста. Шкул ҫумӗнче "Арлекино" театр студийӗ ӗҫлет. Ачасене педагогсем ташлама, юрлама вӗрентеҫҫӗ. Кунтах фольклор ушкӑнӗ те пур. Хӑйсем мӗн пултарнине ҫамрӑк артистсем шӑпах уявра кӑтартса пачӗҫ.

 

Леонид Петров