Якуртушкӑнь ял тӑрӑхӗ ҫак ҫулсенче самай илемленсе хӑтлӑланнӑ. Вырӑнти администраципе пуҫаруллӑ халӑх тӑрӑшнипе кунта чылай усӑллӑ ӗҫ тунӑ. Кӑҫал ҫеҫ ялти вӑтам шкулӑн чӳречисене улӑштарнӑ. 700 ытла пин тенке кайса ларнӑ ӗҫсемшӗн 70 пинне ачасен ашшӗ-амӑшӗ тӳленӗ.
Якуртушкӑньри вулавӑш та тӗпрен ҫӗнелнӗ. Ку тӗллевпе Ҫӗмӗрле муниципалитечӗ пӗр миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак ҫуртрах вырнаҫнӑ "Шанчӑк" фольклор ушкӑнӗ вара вырӑнти влаҫсем пулӑшнипе 15 ҫӗнӗ шупӑр ҫӗлеттернӗ.
Халӑх пуҫарӑвӗн программипе ял-йыш Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса лартнӑ палӑка ҫӗнетнӗ. Нумай пулмасть вара ялта ачасене выляса савӑнмалли тата сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ лаптӑк хута янӑ.
Асӑннӑ проектсен йышӗнче саватерсен савӑнӑҫне те палӑртмалла. Пысӑках мар ялта кӑҫал 2 миллион та 800 пин тенкӗлӗх асфальт ҫул тунӑ. Унӑн тӑршшӗ 830 метр. Ҫитес ҫул кунта тепӗр 2 урамра асфальт ҫул сармалла. Саватерте халӗ шыв тытӑмӗ те юсавлӑ. Пӑрӑхсене ҫӗнетсе ҫӗнӗ башня лартма та 2 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Хутар тӑрӑхне кӗрекен Тукас ялӗнче те иртнӗ ҫулсенче шыв кӗртнӗ. Кӑҫал вара хӑтлӑ спорт лаптӑкӗ хута янӑ. Пурӗ 6 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тунӑ. Вӑл шутран 245 пинне ял халӑхӗ пухнӑ. Ҫулла кунта Раҫҫей Геройӗ Дмитрий Семенов ячӗпе турнир та иртнӗ. Сӑмах май, салтакӑн ашшӗ Хутартан. Ҫӗмӗрле ялӗнчи шкул картишӗнче те ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ туса хунӑ.
Шкулта кӑҫал медицина пӳлӗмне те йӗркеленӗ. Вӑл хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Ҫурт ҫумӗнче вара Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса чаплӑ комплекс лартнӑ. Унти палӑксене пӗлтӗр ҫӗнетме пуҫланӑ. Ҫывӑхрах ача-пӑчана ярӑнса вылямалли тата сывлӑха ҫирӗплетмелли спорт лаптӑкӗсем тунӑ.
Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программа ялсен сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштарать. Ҫавӑнпа та вырӑнти пуҫлӑхсем халӑх шухӑшне тӗпе хурса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов