Ҫар мухтавӗн музейне никӗсленӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ

Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче учрежденире нумай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунӑ. Иртнӗ 5 ҫулта кӑна экспонатсемпе 35 пин ытла ҫын паллашнӑ. 

Ҫар мухтавӗн музейне 2000-мӗш ҫулта - Аслӑ Ҫӗнтерӳ 55 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ. Унччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен пӗр экспозици кӑна каласа кӑтартнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ учреждени валли вара тӳрех 6 зал уйӑрнӑ. Проектне Чӑваш наци музейӗн директорӗн ҫумӗ Вера Шляхина хатӗрленӗ. Унӑн шухӑшне Чӑваш халӑх художникӗ Юрий Матросов тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫӗнӗ управӑш икӗ уйӑхра хатӗр пулнӑ. Паянхи куна кунта 2 пин ытла экспонат. Вӗсен йышӗнче документсемпе сӑнӳкерчӗксем, салтаксен харпӑр-хӑй япалисем, хӗҫ-пӑшал пайӗсем, наградӑсем. Ҫар мухтавӗн музейӗ республикӑри пӗлтерӗшлӗ патриотизм центрӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ветерансемпе тачӑ ҫыхӑну тытать.

Ҫак кун "Ку ҫырура сывӑ юлатӑп" курава пӗтӗмлетсе кӑларнӑ кӗнекене те пахаларӗҫ. Унта фронтран янӑ, халӗ музей экспоначӗ пулса тӑнӑ  200 ытла ҫырӑва пухса пичетленӗ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин