Ҫакӑн пек маҫтӑр ҫумӗнче ҫӗршер роль калӑпласа ӗмӗр ӗмӗрлени пысӑк телей

Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Валерий Яковлев режиссёр, СССР халӑх артисчӗ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа "Халӑх ывӑлӗ" фильм хатӗрлесе ҫитерчӗ. Ҫӗршывӗпе палӑрнӑ сцена ӑстин кун-ҫулӗпе паллаштаракан картина ыран ирхине 8 сехетре эфира тухать.

Авалхи тӗнпе пурӑнакан ялта - чӑн чӑваш йӑли-йӗркиллӗ юмах тӗнчинче - Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра ҫуралса ӳснӗ арҫын ача 16 ҫулта чӑваш ушкӑнӗпе Мускаври театр институтне артиста, каярах режиссёра вӗренме кӗнӗ. Унтанпа Валерий Яковлев СССР халӑх артисчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 60 ҫула яхӑн режиссёрта вӑй хурать, 1990-мӗш ҫултанпа - илемлӗх ертӳҫинче. Фильмра - ҫап-ҫамрӑкла тӗп хулана тухса кайса хальчченех пӗрле ӗҫлекен артистсем.

Нина Яковлевӑпа вӗсем артиста вӗреннӗ вӑхӑтрах пӗрлешнӗ. Кашни утӑмра - юнашар. Мӗнпур чун хавалне, кун-ҫулне театр ӳнерне халалланӑ мӑшӑрӗ ҫинчен хӑйӗн шӑпине тав туса каласа парать Нина Михайловна. Ытти тантӑшӗсем те ҫакӑн пек маҫтӑр ҫумӗнче ҫӗршер роль калӑпласа ӗмӗр ӗмӗрлени пысӑк телей иккенне палӑртрӗҫ. Вӑрҫӑ ачисене самани пӗртте хӗрхенмен, ҫавӑнпа хурҫӑран та ҫирӗп вӗсем.

Валерий Николаевич кашни ҫавра ҫулне тӑван ялӗнче, ӗҫтешӗсемпе ентешӗсем хушшинче ирттерет. Ҫуралса ӳснӗ ҫӗр уншӑн - вӑй-хӑват паракан асамлӑ вырӑн. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ ашшӗн сӑнарне нихҫан та асран яман пархатарлӑ ывӑл амӑшӗ сывӑ чухне кунта тӑтӑшрах та ҫӳреме вӑхӑт тупнӑ. Пулас спектакльсенчи сӑнарсем Шупашкар сцени ҫине Виҫпӳрт Шӑмӑршӑран куҫса кайнӑ тейӗн. Этем чунӗн варринче упранаканни - пӗчӗк чухне ӑша хывӑнса юлни, мӗнле ача пулнӑ-ши Яковлев?
Чӑваш театрне пуҫарса янӑ Максимов-Кошкинскин сӑваплӑ ӗҫне хӑй ҫине илсе паянхи кунччен тытса пыракан Валерий Яковлев пирки "халӑх ывӑлӗ" тени чи вырӑнлӑ сӑмах пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа фильма та ҫапла ят патӑмӑр. Шалти хӑватне вутчуль ӑшӗнче упранакан ҫулӑм пек усракан халӑхӑмӑрӑн малашне те Яковлев пек ӑстасем вӗрентсе пынипе хӑйӗн культурине пурӑнтарма, ӳнерӗпе тӗнчене тӗлӗнтерме хевти пултӑрччӗ.

Эпир те Валерий Николаевича 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр, пысӑк маҫтӑр, педагог, аслӑ тус пулса чӑваш театр ӳнерне малашне те традицилӗхрен пӑрӑнмасӑр ҫирӗп алӑпа тытса пымалла пултӑр.


Марина Карягина, Андрей Шоклев, Екатерина Янгалакова