Ҫак ҫырура чӗрӗ юлатӑп

Чӑваш наци музейӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ проект пуҫарнӑ. "Ҫак ҫырура чӗрӗ юлатӑп" ят пана ӑна. Акци вӑхӑтӗнче музейра ҫемье архивӗнче упранакан ветерансен ҫырӑвӗсене йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш наци музейӗнче хальлӗхе ветерансен 200 ытла ҫырӑвӗ упранать. 2015-мӗш ҫулта вӗсене кӗнеке евӗр пичетлесе кӑларнӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ - фронтран янӑ ҫырусене пухса упраса хӑварасси, ветерансен кун-ҫулӗ ҫинчен ҫамрӑксене каласа парасси. Проекта паллӑ чӑваш ҫыравҫин, ҫар журналисчӗн, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрла пуҫ хунӑ Федот Ситовӑн - Хветӗр Ҫиттан ҫырӑвӗсем пуянлатрӗҫ. Унӑн тӑванӗсем вӗсене типтерлӗн упраса пурӑннӑ, кӑҫал вара Валентина Ситова Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ "Пӑшалпа та, перопа та" ятпа кӗнеке те кӑларчӗ.

Тӗл пулура Федот Ситовӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата фронтри паттӑрлӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Унӑн пурнӑҫӗ 1944-мӗш ҫулти хӗрӳ ҫапӑҫура татӑлнӑ. Апла пулин те кӗске ӗмӗрӗнче чылай пӗлтерӗшлӗ  ӗҫ туса хӑварма ӗлкӗрнӗ. Унӑн сӑввисен пуххисем, фронтри очеркӗсемпе калавӗсем кун ҫути курнӑ.

Акци вӑхӑтӗнче пухнӑ фронтри ҫырусенчен курав йӗркелӗҫ. Вӗсем тӑрӑх спектакальсем лартма тата кӗнеке кӑларма палӑртаҫҫӗ. Енчен те сирӗн те килти архивра ҫавӑн пек паха тупра пур пулсан - Наци музейне ҫитерсе пама пултаратӑр.

 

Оксана Верликова, Михаил Солин