Байкал хӗрне кайса тӗпленнӗ йӑхташсем чылайӑн пухӑннӑ

Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв" халӑх ансамблӗ Ҫӗпӗр ҫӗрӗ ҫинче иртекен "Ёрдын вӑййисене" хутшӑннӑ. Чӑваш сӑмахлӑхӗпе авалхи юрӑ ӳнерне упракан пултаруллӑ ушкӑн Иркутск тӑрӑхӗнче гастрольте 10 кун пулнӑ.

"Ёрдын вӑййисем" этнофестиваль - эвенксен, бурятсен, тофаларсен, сахасен  тата куҫса ҫӳрекен ытти халӑхсен хӑйне евӗр наци уявӗ. Ольхон тӑрӑхӗнче чӑваш юррисем пирвайхи хут янӑранӑ иккен. Куракансем пирӗн "Уяв" ансамбле Иркутск хулинче те, Зима тата Тайшет районӗсенче те хапӑлласа йышӑннӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра Байкал хӗрне кайса тӗпленнӗ йӑхташсем те концерта чылайӑн пухӑннӑ.
Раҫҫей шайӗнче тахҫанах пысӑк сум ҫӗнсе илнӗ "Уяв" Еврази халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери 8-мӗш вӑййинче лауреат ятне тата 40 пин премие тивӗҫнӗ. Иркутск облаҫӗн губернаторӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне этнофестивале ҫакӑн пек пултаруллӑ ансамбле хутшӑнма май туса панӑшӑн тав тунӑ, ҫакӑ Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртнӑ.

 

Марина Карягина