Аякра пулсан та, ачасене тӑван чӗлхене хӑнӑхтараҫҫӗ

Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ Раҫҫейри ҫемье ҫулталӑкне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа уяв ирттерчӗ. Унта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравне уҫса хастар чӑваш ҫемйисене чысларӗҫ, концерт йӗркелерӗҫ.

Пӗрлешӳри чӑвашсем кулленхи пурнӑҫран юлмасӑр мӗнпур ӗҫре хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Ҫар операцине пулӑшса тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттернипе пӗрлех тӑван культура аталанӑвӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫемье хаклӑхӗсене вӗрентеҫҫӗ. Мухтавлӑ ентешсене сума сӑвасси те пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫеҫпӗл Мишши, Иван Яковлев тата ытти паллӑ йӑхташӑмӑрсен сӑваплӑ ӗҫне асра тытса ҫамрӑксене пысӑк тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Аякра пулсан та, ачасене тӑван чӗлхене хӑнӑхтараҫҫӗ.


Алексей Енейкин