Шупашкарти Гагаринпа Ленин урамӗсем хӗресленекен вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран тӑсӑлакан лаптӑка ретро-плакатсемпе, тӗрлӗ техникӑпа, транспарантсемпе тата Ҫӗнтерӳ ялавӗсемпе илемлетнӗ. Уяв лапамӗн тӑршшӗ пурӗ - икӗ ҫухрӑм ытла. Шупашкарсемпе хула хӑнисене артистсем вӑрҫӑ вӗҫленнӗ куна сӑнлакан пулӑмсене кӑтартса пачӗҫ. Ҫакӑнтах тематикӑлла лаптӑксем йӗркеленӗ.
Республика тӳремӗнче вара 1945-50-мӗш ҫулсенчи тумсене кӑтартакан дефиле иртрӗ. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарчӗ. Хӑйне евӗр подиум ҫинче ӗлӗкхи ҫи-пуҫ илемӗпе киленме пулчӗ. "Мир Луксор" кинотеатр умӗнче уява хутшӑнакансене Ҫӗнтерӳ кунӗнче тухнӑ хаҫат номерне валеҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗнчипе паллӑ Юрий Левитанӑн сассине илтме май пулчӗ. Ҫар техники, хирти кухня, госпитальсен лаптӑкӗсем - ҫынсене ҫав вӑхӑтри пулӑма туллин туйса илме пулӑшрӗҫ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑ-кӗвӗ сасси ҫак кун татӑлмарӗ. Уяв кунӗнчех "Ҫӗнтерӳ вальсӗ" акци иртрӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Ҫӗнтерӳ майӗ" ретроспективӑна йӗркелекенсемпе хутшӑнакансене тав турӗ. Аслӑ уяв пирӗн пӗрлӗхе, астӑвӑма тата патриотизма пӗрлештерекен паллӑ пулса тӑнине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Дарья Петрова, Святослав Петров