Ҫак ӑмӑрту ҫӑлавҫӑсен ӑсталӑхне ӳстерме тата кулленхи ӗҫне тӗрӗслеме май парать. Ку службӑра тӑракансен тӗллевӗ - ҫунакан ҫуртри тӗтӗмпе тулнӑ пулӗмсенчен ҫынсене ирӗке илсе тухасси тата пушара сӳнтересси. Пӗр сценарипе пушар нумай хаваттерлӗ ҫуртра тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсен тӑваттӑмӗш хута пушар пусмипе хӑпарма, ҫурт алӑкне уҫса кӗме тиврӗ. Унтан инкеке лекнӗ ҫынна вӗренпе антарчӗҫ. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ҫак самантра питӗ хӑвӑрт ӗҫлемелле.
Тепӗр тапхӑрта ӑшӑпа тӗтӗм камеринче чӑрмавсене парӑнтармалла пулчӗ. Ҫул ҫинче юпа, пусма выртаҫҫӗ, пӳлӗмӗ те хӗсӗк. Пушар ӑҫтан тухнине тупса инкеке лекнине уҫӑ сывлӑша кӑлармалла. Унтан ҫӑлавҫӑсем йывӑр аманнисене пӗрремӗш пулӑшу пама пӗлнине кӑтартрӗҫ. Вӗсен ӗҫне республикӑри инкеклӗ медицина центрӗн тухтӑрӗсем хак пачӗҫ. Ҫавӑн пекех пушара хирӗҫ кӗрешекенсем теори пӗлӗвне те ҫирӗплетрӗҫ. Ӑмӑртусен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх республикӑри "Газпа тӗтӗмрен хӳтӗлекен службӑн чи лайӑх уйрӑмӗ" ята Шупашкарти ятарлӑ пушарпа ҫӑлав чаҫӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна тӗп хулари 1-мӗш, 3-мӗшне 7-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗсем йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Струженков чысларӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов