Боксра хӑвӑртлӑх, чӑтӑмлӑх, хусканусене тӗрӗс туни пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех йывӑр лару-тӑрура шухӑшлама пӗлни кирлӗ. Алексей Щербаков тренер ачасене ҫак спортри чылай вӑрттӑнлӑха уҫса пачӗ.
Вӑл ертсе пынипе ҫамрӑк спортсменсем тапӑнма, хӳтӗленме хӑнӑхрӗҫ, чупса вӑй-халне ҫирӗплетрӗҫ. Чӑваш Енре ҫӗнӗ регионсенчи делегацисем тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Унччен маларах Донецк халӑх республикинчи ачасем ӑсталӑхне ӳстернӗччӗ.
Спортзал хыҫҫӑн спортсменсем бассейна ҫул тытрӗҫ. Шывра та вӗсем валли кӑсӑклӑ тренировка иртрӗ. Ачасенчен ытларахӑшӗ Запорожье тӑрӑхӗнчен ытла тухса курман пулнӑ. Ку вӗсемшӗн ҫакнашкал пӗрремӗш ҫулҫӳрев. Ҫавӑнпа пурте хӗпӗртенӗ. Ҫамрӑксем валли пуян программа хатӗрленӗ. Тренировкӑсемсӗр пуҫне экскурсисем пӑхса хунӑ. Хӑнасем чӑваш культурипе, халӑх йӑли-йӗркипе, республикӑри паллӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ.
Бердянск округӗнчи ачасем Чӑваш Ене икӗ регион тунӑ килӗшӗве пурнӑҫланӑ май килсе ҫитнӗ. Пирӗн патра вӗсем ҫурла уйӑхӗн варриччен хӑнара пулаҫҫӗ.
Диана Иванова, Елена Михайлова, Виктор Степанов