Ӑста шайӗнче фото-видео тума та, статьясем ҫырма та пултараҫҫӗ

Аслӑ юлташӗсенчен кӑсӑклӑ та тӗрӗс хыпарсем хатӗрлеме, ҫырассипе, ӳкерессипе ҫыхӑннӑ ытти ӑсталӑха вӗренчӗҫ. Шупашкарти 65-мӗш шкулта республикӑри вӗренекенсем валли медиафорум ирттерчӗҫ. 

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче медиацентрсем аван ӗҫлеҫҫӗ. Шкул саккинченех ачасем видео ӳкерсе пысӑках мар фильмсем калӑплама та, сӑн ӳкерессипе ӑста шайӗнче ӗҫлеме те, статьясем ҫырма та пултараҫҫӗ. Пӗрмай хӑйсен пӗлӗвне тарӑнлатма талпӑнаҫҫӗ. Хастарсем валли йӗркелекен тӗрлӗ форумра шкул ачисем яланах йышлӑ. Пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемпе паллашаҫҫӗ. Экспертсен, журналистсен, блогерсен сӗнӗвӗсене тӑнласа малашне усӑ курма палӑртаҫҫӗ. Хальхинче тӗп хулари 65-мӗш шкулта иртнӗ ӗҫ-пуҫа республикӑри хаҫат-журналта, интернет-кӑларӑмсенче, телекуравпа радиохыпарлавра тӑрӑшакансем те хутшӑнчӗҫ. Хастар ӗҫлекенсене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ. Тав ҫырӑвне тивӗҫнисен йышӗнче манӑн ӗҫтешсем те пулчӗҫ. Алиса Александровапа Алексей Енейкин журналистсене Чӑваш Енри ҫамрӑксен политикине хыпарсенче ҫутатнӑшӑн тав турӗҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ Ольга Калитова журналист ӗҫне те пысӑка хурса хакланӑ.

 

Алиса Александрова, Алексей Енейкин