Аслисен тимлӗхе ҫухатмалла мар

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра тӗрлӗ сӑлтава пула 16 ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫуллахи тапхӑрта уйрӑмах суранланасси ӳсет. Ҫакна чакарас тӗллевпе мӗнле ӗҫсем туни пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йӗркеленӗ брифингра каласа кӑтартрӗҫ.

Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ачасем ҫул-йӗр аварийӗсенче, шывра путса, ҫӳлти хутсенчен чӳречерен тухса ӳксе, кӑкӑр ачисем вара сывлаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа Республикӑри ача-пӑча клиника больницин травматологи уйрӑмне тӗрлӗ суранпа 207 ачана илсе ҫитернӗ.

Шел пулин те пӗр ача путса вилнӗ. Вӑл пӗве хӗррине аслисемсӗр кайнӑ пулнӑ. Пӗлтӗр республикӑра 16 ҫул тултарман ачасен шыв хӗрринче пӗччен пулма юраманни пирки калакан саккун вӑя кӗнӗ. Гражданла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министрӗн ҫумӗ Эдуард Маринкин ашшӗ-амӑшне ачасемпе шыв хӗрринче тимлӗ пулмаллине, ятарласа хатӗрленӗ вырӑнсенче ҫеҫ чӳхенме юранине тепӗр хут асӑрхаттарчӗ. 2019-мӗш ҫултанпа регионта "Ишесси пурин валли те" проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

Ӑна ытларах ҫынна ишме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. "Росинка" кану центрӗнче вара парус спортне хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫпе наркӑмӑшланакансен шучӗ ӳсет. Вӗсенче тӗрлӗ вируспа бактери хӑвӑрт ӗрчет. Кӑҫалхи ҫул пурӗ 3 пин ача наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 96-шӗ - шкул столовӑйӗнче апатланнӑ хыҫҫӑн. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗчченех регионта сӑвӑссем ҫыртас хӑрушлӑх та пысӑк. Вӑтамран ҫулталӑкне 2 пине яхӑн тӗслӗх шута илеҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра ачасем валли канусӑр пуҫне пурнӑҫри пӗрремӗш укҫа ӗҫлесе илмелли майсем те туса параҫҫӗ.

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх  министрӗн ҫумӗ Александр Колесников республикӑра кашни 4-мӗш ача ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ӗҫленине палӑртрӗ. Вӗсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Паянхи кун 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи 59 пине яхӑн ача тӗрлӗ вырӑнта тӑрӑшать. Регионта 324 шкул ҫумӗнче кану лагерӗсем йӗркеленӗ. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Марина Лежнина пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем тепӗр хут ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Иртнӗ 5 ҫулта регионта 98 спорт объекчӗ хута янӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑ тата ытларах ачана спортпа туслӑ пулма пулӑшать. Республикӑра ачасен вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес тӗллевпе "Урамри тренер" проект пуҫарнӑ. Кун пирки физкультура министрӗ Василий Петров каласа кӑтартрӗ. Утӑ уйӑхӗнче ҫеҫ ку проекта 200 ытла тренерпа 13 пин ача хутшӑннӑ. Брифингра ачасен сывлӑхӗшӗн чи малтанах ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ пулнине, тимлӗхе нихӑҫан та ҫухатмалла маррине тепӗр хут ҫирӗплетсе каларӗҫ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ каникул ачасемшӗн усӑллӑ та асра юлмалла иртсе кайӗ.

 

Оксана Верликова