Уйкас Юнтапа ялӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксен ячӗпе лартнӑ палӑка ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ митинга пухӑннисем хӑйсен йӑхӗнчи паттӑрсене тав туса аса илчӗҫ. Несӗлсене хисеплесе ял варрине ватти-вӗтти пуҫтарӑнчӗ. Авшак Элменте ҫуралса ӳснисем те тӑван тӑрӑха ятарласа килсе ҫитнӗ ҫак кун. Малтанласа ку ялтан фронта 69 ҫын тухса кайни пирки пӗлнӗ. Анчах та хӑшӗ-пӗри ытти вырӑнтан ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнӑран, авшакэлменсем 120 ҫын таран пулнине хальтерех тин пӗлнӗ. Паянхи куна 108 салтак пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Уява ҫулӗсене кура мар ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Дина Михайлова та ҫитнӗ. Ашшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ чухне 3 уйӑхра пулнӑ. "Атте те ҫак уявра салтак пек хамӑр хушӑра тӑнӑн туйӑнать", - тесе палӑртрӗ кинеми. Ҫитӗнекен ӑру та уява хастар хутшӑнчӗ.
Нурӑс ялӗнчи митинг тӗп лапамра иртрӗ. Унта Вӑрнар тӑрӑхӗнче халӗ пурӑнакан пӗртен-пӗр ветеран Никон Фёдоров та хутшӑнчӗ. "Вилӗмсӗр полк" акципе килӗшӳллӗн шкул ачисем, кадетсем паттӑрсен сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтса утрӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе парад та пулчӗ. Ҫамрӑксем пухӑннисем умӗнче, салтакла маттуррӑн утса тухрӗҫ. Вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракансене Ҫӗнтерӳ ялавӗн, Чӑваш Республикин, Раҫҫей Федерацийӗн ялавӗсене йӑтса тухма шанчӗҫ.
Пуканкассисем те Ҫӗнтерӳ кунне пысӑк йышпа кӗтсе илчӗҫ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи вырӑсла тата чӑвашла юрӑсене шӑрантарчӗҫ.
Алиса Александрова, Альбина Фомина