Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейӗ ҫитсе пынӑ май ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене мадальсем параҫҫӗ

Шупашкарти тӗп  больницӑра сывлӑх сыхлавӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ Михаил Сорокин ветерана чысларӗҫ.

Михаил Григорьевич кӗҫех 100 ҫул тултарать. Умра вара - Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейӗ. Уяв умӗн ветерана Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тата хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов саламларӗҫ. Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ медальпе чысларӗҫ. Тӗлпулу хулари тӗп пульницӑра иртрӗ. Шӑпах кунта Михаил Григорьевич нумай ҫул тухтӑрта тӑрӑшнӑ.

Михаил Сорокин Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Эҫпепере ҫуралса ӳснӗ. Ялти 7 класлӑ шкула пӗтерсен Канашри педтехникумра пӗлӳ илнӗ. Унтан вӑрҫа тухса кайнӑ. Малтанах тӗп, унтан Беларуҫпе Прибалтика фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ржев, Рига, Данцинг, Штетинг тата Кенигсберг хулисене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Пурӗ 21 медаль-ордена тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑран таврӑнсан вӑл Хусанти медицина институтне пӗтерсе Нурӑс больницин тӗп тухтӑрӗнче тӑрӑшнӑ. Унтан Ленинградра хирургипе травматологи ординатуринче пӗлӗвне туптанӑ. Шупашкара таврӑнса тӗп больницӑн хирурги уйрӑмӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл пуҫарнипех хулара травматологи ӗҫлеме пуҫланӑ. Хисеплӗ ватӑ паян кун та ҫирӗп тӑнлӑ. Ҫӗршыври тата тӗнчери лару-тӑрупа кӑсӑкланать.

Ҫак кунсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ытти ветеранӗсене те юбилей медалӗпе чыслаҫҫӗ. Вӗсем халӗ республикӑра 50 яхӑн ҫын.

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров.