Чӑваш Енри 380 ытла шкулта 150 пине яхӑн ача кулленех столовӑйӗнче апатланать. Вӗсене вӗри апатпа тӗрлӗ предприяти тивӗҫтерсе тӑрать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш шкулта 200 ытла вӗренекен вар-хырӑм ыратнипе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтсан тӗплӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Роспотребнадзортан пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем норовирус ҫаклатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ятарласа йӗркеленӗ комиссисем регионти чылай шкула ҫитнӗ. 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗ апатпа тивӗҫтерекен пӗлӳ ҫурчӗсене уйрӑмах тимлӗн тишкернӗ, хӑшӗ-пӗринче пысӑк йӑнӑшсем шута илнӗ. Ҫакӑ ытларах санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑхӑнманнипе ҫыхӑннӑ.Тӗпелти тирпейсӗрлӗх, усӑ курма юрӑхсӑра тухнӑ ҫимӗҫсенчен апат хатӗрлени, ку е вӑл тавара ҫуммӑн упрама юраманнине шута илменни, кухняра таракансем чупни. Калинин район Прокуратури ку тӗслӗхсене 35-мӗш, 41-мӗш, 55-мӗш шкулсенче шута илнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑтӑрмах хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмен Элӗк тӑрӑхӗнчи Вутлан шкулӗ тавра шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Унти 9 ачана та норовирус аптратнӑ. Пулни-иртни хыҫҫӑн ытти шкулсене те тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Шкулти апатланушӑн яваплисем валли ятарлӑ семинарсем ирттернӗ.
Канашлӑва пухӑннисем ачасене усӑллӑ та тутлӑ, сывлӑхшӑн хӑрушлӑхсӑр тӑрантарассине сӳтсе яврӗҫ. Ачасем апатпа сиенленнинче айӑпли тесе предприятисене кӑна мар, ҫак ӗҫе хутшӑнакансем пурте тесе палӑртрӗҫ. Столовӑйсенче ӗҫлекенсем пӗрмай улшӑнни, тасалӑх йӗркисене апат хатӗрлекенсем те, ачасем те питех пӑхӑнманни те тӗрлӗ инфекци аталанассине витӗм кӳрет. Лару-тӑрӑва лайӑхлатас тесе шкулсенче гигиена эрнисем ирттереҫҫӗ. "Директорпа ирхи апат", "Ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслевӗ" проектсене те апат пахалӑхне тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрассишӗнех пуҫарнӑ. Унсӑр пуҫне столовӑйсенче ӗҫлеме тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Ҫулленех апатлану блокӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, хальхи йышши ӗҫ хатӗрӗсем вырнаҫтараҫҫӗ. "Пӗрлехи вӑйпа апатлану пахалӑхне кирлӗ пек йӗркелессине тӗпе хурса тӑрӑшмалла", - палӑртрӗҫ пухӑннисем.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов