Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалласа Алушта хулинче иртнӗ поэзи уявӗ Крым ҫур утравӗн кӑнтӑр ҫыранне тӗрлӗ тӑрӑхри хӑнасене пухрӗ. Чӑваш Енрен ҫитнӗ ҫыравҫӑсен ушкӑнне йӗркелӳҫӗсемпе пӗрлех Симферопольпе Севастопольти ентешсем хапӑл турӗҫ. Хисеплӗ йышра Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат, Лидия Филипповапа Светлана Гордеева, Александр ШпаннАгель сӑвӑҫсем, Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Антонина Андреева, ҫамрӑк ҫыравҫӑ Лариса Петрова тата ыттисем те.
Регионсен ҫыхӑнӑвӗ экономикӑпа ҫеҫ мар, литература урлӑ та ҫирӗпленсе пырать. Фестивальте чӑваш поэчӗсен сӑввисен пуххине пахаларӗҫ. Ӑна Крымрах пичетлесе кӑларнӑ. Петӗр Эйзин хайлавӗнчи йӗркерен илсе "Золотой салют колосьев" ятпа тухнӑ кӗнекене 50-а яхӑн поэт сӑввисене кӗртнӗ. Вӑл шутра Ҫеҫпӗл Мишши 1921-мӗш ҫулта Евпаторире сипленнӗ чух ҫырнӑ произведенисем те пур.
Сӑвӑсен пуххине Светлана Асамат, Юрий Сементер тата Светлана Гордеева пухса хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм хӑйӗн пуян тӗшшипе пирӗн халӑхӑн ытарайми чунне уҫса парать. Паянхи сӑвӑҫсем те авалхи несӗлсен халалне ӑша хывса этемлӗх пуласлӑхӗшӗн ырӑ ӗҫсем тунине кӑтартать. Кӗнеке хӑтлавӗ хыҫҫӑн хастарсем Крымрах Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ пулнӑ Амет-Хан Султан музейӗнче халӑхпа пӗрле патриотла ӑшӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ.
Тӗлпулусене йӗркелес ӗҫе Чӑваш наци конгресӗн Крымри элчи Андрей Яковлев тата Вячеслав Ильин полковник ентешсем хастар хутшӑннӑ. Ҫитес ҫул вара Симферопольте ҫакӑн евӗр 2-мӗш кӗнеке - чӑваш прозин антологине кӑларма палӑртнӑ.
Алексей Енейкин