Ачисемпе мӑнукӗсен асӗнче ырӑпа юлнӑ

Канаш районӗнче пурӑннӑ Трофим Игнатьев ветеранпа тӑванӗсем чӑннипех мӑнаҫланаҫҫӗ.

"Ҫулсем иртнӗҫемӗн Ҫӗнтерӗвӗн нимӗнпе виҫейми хакне, пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ӑнланса пыратпӑр. Фронтра пулнӑ аттесен, асаттесемпе мӑн асаттесен хастарлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗнчен паянхи кун та тӗлӗнетпӗр, мӑнаҫланатпӑр, ӗмӗр-ӗмӗр тав тӑватпӑр", - теҫҫӗ тӑванӗсем хӑйсен йӑхӗнчи паттӑрӗсене асӑнса. Вӑрҫӑ тапхӑрне аса илтерекен япаласене те типтерлӗн упраҫҫӗ. Канаш районӗнчи Ешкилтре пурӑннӑ ветеранӑн ывӑлӗпе Владимир Игнатьевпа эпир Куславкка районӗнче тӗл пултӑмӑр.