Йышӑну комиссийӗ Шупашкарти 5-мӗш гимназире ӗҫлет. Хула администрацийӗнчи специалистсем, Росгварди, Шалти ӗҫсен, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствисенче тӑрӑшакансем, депутатсем документсене тишкереҫҫӗ, ачасене вӗренме епле майсем туса панине тӗпчеҫҫӗ. Тӗп вырӑнта - хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ. Ҫӑлавҫӑсемпе йӗрке хуралҫисем пушар сигнализацине, тимӗр детекторӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, видеосӑнава, эвакуаци алӑкӗсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 5-мӗш гимнази ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр пулнине палӑртрӗ комисси. Пӗлӳ ҫуртне тирпей-илем кӳрес ӗҫе кунта ачасене те явӑҫтараҫҫӗ.
Комисси 40-мӗш шкулта та пулчӗ. Ачасене вӗренме меллӗ, хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче пин те 430 ача парта хушшине ларӗ. Пӳлӗмсенче, коридорсенче тирпейлӗ, пурте хӑй вырӑнӗнче. Кӑҫал ҫурт стенине сӑрласа ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Пӗлтӗр вара шкул картишне тӗпрен юсанӑ. Тӗрӗслекенсем мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене ятарлӑ комисси тӑватӑ кун тӗрӗслерӗ. 60 шкултан виҫҫӗшне каярах хак парӗҫ. 22-мӗш шкулта, 44-мӗш лицейра тата 4-мӗш гимназире халӗ тӗплӗ юсав пырать. Ытти пӗлӳ ҫурчӗсем ачасене кӗтсе илме хатӗр. Кӑҫал тӗп хулара 74 пин ытла ача парта хушшине ларӗ. Вӗсенчен 7 пин те 500 - шӗ пӗрремӗш класа каякансем.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров