Ачасен артист пулас ӗмӗчӗ пурнӑҫланать

Спектакль лартса сцена ӑстисене тӗлӗнтернӗ те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче шкул ачисем хушшинче ирттернӗ "АСАМ" фестивале пӗтӗмлетрӗҫ.

Республика шайӗнче 2-мӗш хут иртнӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫамрӑк артистсене часах кӑсӑклантарса янӑ. Пӗлтӗр унта 350 шкул хутшӑннӑ. Вӗсен ӑсталӑхне  экспертсем хак панӑ. Чӑваш Енри сумлӑ театрсен сцени ҫине тухасси - хумхануллӑ та яваплӑ. Ҫавӑнпа кружоксенче те темиҫе хут тӑрӑшуллӑрах, маттуртарах пулнӑ актерсем. "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинацире Муркаш тӑрӑхӗнчи Сыпайкасси шкулӗнче вӗренекен, "Хавхалану" театр кружокне ҫӳрекен Татьяна Попова тивӗҫрӗ.

"Хӑйнеевӗрлӗ спектакль" номинацире Улатӑрти 7-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ. Фестивальте "Чи маттур режиссер" ята кам тивӗҫнине те пӗлтерчӗҫ. Экологи темине тӗпе хурса лартнӑ чи ӑнӑҫлӑ постановкӑна палӑртрӗҫ. Социаллӑ тытӑмра пысӑк хак панӑ ӗҫ авторӗсем те сцена ҫине тухма тивӗҫлӗ пулчӗҫ. "2-мӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ" номинацире Елчӗкри Раҫҫей Геройӗ Николай Петров ячӗллӗ  шкулта вӗренекен Алексей Молодов ҫӗнтернӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ачасене ертсе пыракан, вӗсен пултарулӑхне асӑрхаса аталантаракан педагогсен ӗҫне пысӑка хурса хакларӗ, тав турӗ. Ҫамрӑк артистсене сертификатсемпе чысларӗҫ, парнесемпе савӑнтарчӗҫ, республикӑри театрсене ҫитсе курма билетсем пачӗҫ. Ҫитес ҫул ҫӗнӗ ӗҫсемпе тӗлӗнтерме хавхалану сунчӗҫ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров