Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑра вара Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Ҫавна май регионта пурӑнакан кашни ветеран патшалӑх тимлӗхӗнче. Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшакансем умӗнче пуҫ тайнине каларӗ. Вӗсем хӑйсен фронтри е ӗҫри паттӑрлӑхӗпе тата чӑтӑмлӑхӗпе пулас ӑрусене мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ. Виталий Сергеев вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух 11 ҫулта пулнӑ. Ҫемьери 5 ачаран чи асли пулнӑ май, ашшӗне вӑрҫа илсе кайсан, амӑшне пулӑшаканӗ вырӑнӗнче юлнӑ. Ытти ачасемпе пӗрле хире ҫум ҫумлама ҫӳренӗ, 14 ҫулта лаша шанса панӑ ӑна. Йывӑр пулнӑ пулин те алӑ усман. Мӗн вӑй ҫитнӗ таран фронта пулӑшнӑ. Халӗ ветеран 2 хӗрӗпе, 3 мӑнукӗпе тата мӑнукӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать. Виталий Петрович юрра-ташша ӑста. 90 ҫулччен Культура керменне ташлама ҫӳренӗ. Халӗ те юрӑ ҫаврӑмӗсене асра тытать.
Тыл ветеранӗсем вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра ача ҫеҫ пулнӑ пулин те, йывӑрлӑх тути-масине аванах ас тивнӗ. Выляса-кулса ҫӳрес вырӑнне вӗсем мӑн ҫынсемпе тан колхозра вӑй хунӑ. Тӑхӑнмалли, тӑраниччен ҫимелли ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшнӑ. Кадетсем пуҫтарӑннӑ хӑнасемпе ветерансене патриотла юрӑ-ташӑпа тыткӑнларӗҫ.
93 ҫулти Клавдия Кузьмина вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух 10-ра пулнӑ. Ҫемьере кӗҫӗнни пулсан та ыттисенчен юлман. Ветеран колхозри пӗтӗм ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн тунине аса илчӗ.
Тыл ветеранӗсем ҫамрӑксене ҫӗршыва юратма, хисеплеме, тивӗҫлӗ ҫынсем пулма сунчӗҫ.
Оксана Верликова, Юрий Марков