Ача сачӗсемпе шкулсенчи ӑслӑлӑх пӗрлешӗвӗсен республикӑри слечӗ иртрӗ

Ӳсекен ӑрӑва ӑслӑлӑх ӗҫне мӗн пӗчӗкрен явӑҫтармалла тесе шутлаҫҫӗ республикӑра. Ҫавна май ача сачӗсемпе шкулсенче наука пӗрлӗхӗсем йӗркелеҫҫӗ. Паянхи куна вӗсен шучӗ 240 те иртнӗ. Чи ӑнӑҫлисен хастарӗсем пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрне пуҫтарӑнчӗҫ.

Ачасем вӑхӑта хаваслӑ кӑна мар, усӑллӑ та ирттерчӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ 203-мӗш сатикре. Шӑпӑрлансем кӑсӑклансах хими вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчеҫҫӗ. "Эткер" центрта вӗсем хӑйсем мӗн вӗреннине кӑтартса пачӗҫ.

202-мӗш сатикре ачасене ҫӗр ӗҫӗпе кӑсӑклантараҫҫӗ. Вӗсем кунта хӗлле те, ҫулла та тӗрлӗ ӳсӗн-тӑран ҫитӗнтереҫҫӗ. Воспитательсем сӗтел ҫинчи апат-ҫимӗҫ мӗнле пулнине ӑнлантараҫҫӗ. 
Вӑрмарти вӑтам шкулта "Лесные Робинзоны" кружок ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ачасем вӑрманти ӳсен-тӑрана, чӗр чунсене сӑнаса тӑраҫҫӗ, улшӑнусене асӑрхаҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курма хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Тӑтӑшах экологи акцийӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.  Ҫапла майпа вӑрманҫӑсене те пулӑшаҫҫӗ.

Вӑрмарти шкулта вӗренекенсем проект хатӗрлесе килнӗ. Унта вӗсем тӗпчев ӗҫӗ мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ. Шупашкарти 65-мӗш шкулти ачасем вара «Коля» ятлӑ робот пухнӑ. Пурӗ пин те 500 пайран тӑраканскер тӗрлӗ хускану тума пултарть. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физикӑпа математика факультетӗнче вӗренекен Екатерина Софронова "Физика в чемодане" проектпа паллаштарчӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме ҫамрӑксем грант тивӗҫнӗ. Студентсем ҫулталӑк ӗнтӗ ку проектпа ӗҫлеҫҫӗ: шкул ачисене тата  тантӑшӗсене физика науки пирки кӑсӑклӑ каласа кӑтартаҫҫӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров кашни ӗҫпе паллашса тухнӑ хыҫҫӑн "ҫавра сӗтел" ирттерчӗ. Унта ача сачӗсемпе шкулсенче пӗлӳ пухакансене еплерех ӑслӑлӑха явӑҫтарассине сӳтсе яврӗҫ.


Надежда Александрова, Михаил Солин