Унчченхи кил картишне халӗ паллама та ҫук. 80-мӗш ҫулсенче ҫак ҫурта ҫӗклесе лартсан, ун таврашне кунта пурӑнакансем хӑйсем хӑтлӑлатнӑ.
Концертсем ирттермелли сцена та тунӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Халӗ ишӗлнӗ амфитеатр вырӑнне ятарлӑ лаптӑк йӗркеленӗ. Унта саксем лартса тухнӑ. Кунта малашне уявсем ирттерме те пулать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халласа ҫуртра пурӑнакансем кино та кӑтартасшӑн. Вӑрҫӑ пирки ӳкернӗ фильмсем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ пулӗҫ. Пӗчӗкрех ачасем вара вӑйӑ комплексне хаклама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Улшӑнусемпе аслисем те кӑмӑллӑ.
Кун пек хӑтлӑ картиш халӗ хулипе те сайра, теҫҫӗ таврари ҫуртсенче пурӑнакансем. Мӗн пур ӗҫе тума подрядчике икӗ уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ.
Картишре асфальт ҫулсем сарнӑ, ҫутӑ юписем вырнаҫтарнӑ, видеосӑнав тытӑмӗ те пур. Проекта хатӗрленӗ чухне ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне шута илме тӑрӑшнӑ. Ҫӗнелнӗ картише юнашарти шкулпа ача сатне ҫӳрекенсем те килӗштерӗҫ. Вӗренекенсем хӑйсем те улшӑнусем кӗртме пултараҫҫӗ. Кунта тахҫан ҫурт стенине ӳкерчӗкпе илемлетнӗ пулнӑ. Халӗ унран чан-чӑн арт-объект туса хурасшӑн. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем улшӑнусене Ҫӗнӗ Ҫул парни тесе йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, юсав вӑхӑтӗнче кунти чӗрӗ чӑрӑша упраса хӑварнӑ. Ӑна уяв тӗлне илемлетме те юрать.
Надежда Александрова, Юлия Скрябина, Виктор Степанов