83 ҫул иртсен ӗмӗр канлӗх тупрӗ

Александр Суворов ҫар пуҫӗ каланӑ пек "Юлашки салтака тупса пытарман тӑк - вӑрҫӑ вӗҫленмен". Хӗрӳ ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ паттӑрсем майпен-майпен тӑван ҫӗре таврӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 1942-мӗш ҫулта Сталинград ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ Алексей Маслов хӗрлӗармееца юлашки ҫула ӑсатрӗҫ.

Вӑрҫа вӑл, ытла та кӗрнеклӗ пулнӑран, урине юрӑхлӑ пушмак тупаймасӑр кӑҫат калушӗпе тухса кайнӑ. Тепӗр ҫултан Сталинград ҫывӑхӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫура ӗмӗрлӗх куҫне хупнӑ. Унтанпа 83 ҫул иртсен паттӑр салтак тӑван тӑрӑхне, ҫуралса ӳснӗ Нерядово ялне таврӑнчӗ. Кунта унӑн ҫемйи пурӑннӑ. Вӑрҫа кайнӑ чух мӑшӑрӗпе 3 ачи тӑрса юлнӑ. Алексей Масловпа унӑн тӑван килӗ умӗнче тӑванӗсем, ял-йыш, шырав юхӑмӗпе ветерансен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем сывпуллашрӗҫ.

Салтак шӑммисене Волгоградри "Волга" шырав ушкӑнӗн хастарӗсем Паньшино ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. 1942-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнче унта 24-мӗш арми салтакӗсем фронт валли Дон юханшывӗ патне ҫул уҫас тесе вилӗме хирӗҫ тӑнӑ. Нумайӑшӗ унтах выртса юлнӑ. Вӑл йышра Алексей Маслов та. Ӑна ял масарӗнче сывлӑша пӑшал персе пытарчӗҫ. Алексей Семенович 33 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ. Тепӗр 83 ҫултан вӑл, тинех, тӑван ялне таврӑнса ӗмӗр канлӗхне тупрӗ.

 

Алексей Енейкин, Валерий Галямин