7 ҫухрӑм тӑршшӗ тӗлӗнмелле сукмак

Туристсемшӗн Чӑваш Ен Шупашкарпа кӑна мар, ытти хулапа округ хӑйнеевӗрлӗхӗпе те кӑсӑклӑ. Нумай пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче "Волжский променад" ятпа экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ.

Кайӑксем юрлани, шӑрчӑксем чӗриклетни, Атӑлӑн ытарайми илемлӗ сӑнӗсем. Тӗлӗнмелле маршрут 7 ҫухрӑма тӑсӑлать. Ӑна Сӗнтӗрвӑррин тӗп лапамӗнчен пуҫлама сӗнеҫҫӗ. Унтан Патша тӑвӗн мӑнаҫлӑхӗпе киленме, Пугачев пӑлхавӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитме пулать. Ҫулҫӳрев "Водолеевский" заказникра вӗҫленет. Ҫак вырӑнтах республикӑри пӗртен-пӗр уртӑш вӑрманӗ.

Ҫакӑнтах сӑрӑ чарлансен йышне те тӗл пулма май пур. Вырӑнти ҫут ҫанталӑк уйрӑмлӑхӗсем пирки тӗплӗнрех пӗлме, историпе паллашма информаци стенчӗсем пулӑшаҫҫӗ. Сукмак ҫинче ывӑнсан ларса канма саксем те вырнаҫтарасшӑн. Ҫулран пӑрӑнсан та ҫухалса каяймӑн. Онлайн-карттӑсем калтӑксӑр ӗҫлеҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри ҫӗршывӑн 15 регионӗ тӑрӑх иртекен "Атӑл ҫулӗ" туризм маршручӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. Сукмака йӗркелес ӗҫе вырӑнти халӑх та, Вырӑс географи пӗрлешӗвӗ те хутшӑннӑ. Хастарсем маршрут туристсене республикӑна ҫӗнӗлле уҫма май парасса шанаҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Дмитрий Ковалев, Бахтияр Велиев