4 амбулатори тата судпа медицина экспертизин уйрӑмӗ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Патӑрьел тӑрӑхӗнче сывлӑх сыхлавӗн хӑтлӑ учрежденийӗсем хута кайрӗҫ.

Нӑрваш Шӑхальте пурӑнакансем малашне 10 ҫухрӑмри Патӑрьеле каймасӑрах ҫак хӑтлӑ ҫуртра тухтӑр канашне илсе тӗрлӗ чиртен сипленме пултарӗҫ. Амбулаторире тӗрлӗрен процедурӑпа прививка тумалли, тухтӑрпа сывӑ ача пӳлӗмӗсем, кӑнтӑрла сипленмелли икӗ вырӑнлӑ палата пур. Кашни кабинета хальхи йышши медицина хатӗрӗсемпе тата меллӗ сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗлӗхсемпе Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Сиплев ҫурчӗн ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ май Олег Николаев кунти пӗрремӗш пациентсене парне парса савӑнтарчӗ.

Коридорта вара пуҫлӑхсене тав тумашкӑн ӗҫ ветеранӗсем пухӑннӑ. Вӑл йышра Чӑваш Ишек ялӗнчен килнӗ Пантелеймон Шихранов та. 86 ҫулти ватӑ ҫак тӗлпулӑва ял халӑхӗн пысӑк ӗмӗтне уҫӑмлатма килнӗ.

Ҫак сӑмахсене пӗр иккӗленӳсӗр ӗненме пулать. Республика правительстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне аталантарассинче уйрӑмах тӑрӑшать. Тӗлпулура видеоҫыхану урлӑ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи тепӗр 3 ялта тухтӑр амбулаторийӗсем уҫрӗҫ. Ҫакӑн пекех ҫуртсем харӑсах Туҫа, Ҫӗнӗ Ахпӳрт тата Шӑнкӑртам ялӗсенче хута кайрӗҫ. Тӗллевлӗ программа пулӑшнипе иртнӗ ҫулсенче муниципалитетра пурӗ ҫакӑн евӗр 13 объект туса лартнӑ. 2030-мӗш ҫулччен вара тепӗр 15 амбулатори уҫма палӑртаҫҫӗ. 

Патӑрьелти тӗп пульница ҫумӗнче вара "Республикӑри судпа медицина экспертизин бюровӗн" уйрӑмӗ хута кайрӗ. Ӑна тума Чӑваш Ен хыснинчен 41 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Кунта халӗ ҫын вилӗмӗпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене медицина енчен тӗпчемелли анлӑ лаборатори ӗҫлесе кайрӗ.

Патӑрьелти судпа медицина экспертизин бюровӗ ҫывӑхри Шӑмӑршӑпа Елчӗк тӑрӑхӗсене те ҫакӑн евӗр пулӑшупа тивӗҫтерсе тӑрӗ. Виҫӗ муниципалитетра халӗ 57 пин ытла ҫын пурӑнать. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров