3 пин ҫул каяллахи ҫар ҫыннин ҫи-пуҫне ӑсталанӑ

Авалхи Месопотамире пурӑннӑ несӗлсен ҫи-пуҫӗ мӗнлерех пулни историксемпе ытти ӑсчахсене тахҫантанпах кӑсӑклантарать. Шупашкарта пурӑнакан Геннадий Максимов художник-реставратор вара пуҫласа субар-салтакӑн макетне ӑсталанӑ.

Ҫак салтак кӳлепине 3 пин ҫул каяллахи ҫар ҫыннин ҫипуҫне тӑхӑнтарас тесе Геннади Максимов пысӑк тӗпчев туса ирттернӗ. Халӑхсен аваллӑхӗпе паллаштаракан революцичченхи кӗнекесене шӗкӗлчесе тухнӑ, паянхи ҫӑлкуҫсене вуланӑ. 2013-мӗш ҫулта вӑл хӑй те тӑван халӑх культурине тӗпчесе Чӑваш Республикин патшалӑх премине те тивӗҫнӗ. Халӗ Геннадий Андреевич республикӑра ҫакӑн евӗр реставраци тума пултаракан пӗртен-пӗр лицензиллӗ ӑста шутланать. Субар-салтак ҫи-пуҫне вӑл мӗнпур йӗркене пӑхӑнса буйвол тирӗнчен ҫӗленӗ. Ҫиелтен йӗс пайсемпе илемлетнӗ. Сапартан пулнӑ пуҫ ҫинчи шлемпа кинжала тата сӑнӑ вӗҫне бронзӑпа витнӗ. Кӗҫех ҫак салтак Тутарстанри Сиктӗрмере ҫӗкленекен "Ҫӗнӗ Сувар" комплексра вырӑн тупӗ. Музейри кашни секцирех тӗрлӗ вӑхӑта сӑнлакан пӗрер салтак кӳлепи вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Паллӑ ӳнерҫӗ сӗм авалхи несӗлсен культурипе кӑсӑкланса ҫакӑн евӗр панносем те тӑвать. Ятарлӑ тӑмран халӑхӑн ӗҫ-хӗлне кӑтартакан пирвайхи ҫырулӑхлӑ калӑпӑшлӑ ӳкерчӗксем ӑсталать. Вӗсем Парижпа Лондонри музейсенче сыхланса юлнӑ 3-4 пин ҫул каяллахи ӗҫсен копийӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫак ӳнер ӑсталӑхӗ те малашне халиччен никам туман субар салтакӗн реконструкцийӗпе пӗрлех туристсен комплексӗнче упранӗ. Геннадий Максимов вара аваллӑхри тӗрлӗ тапхӑра шута илсе перс, хун тата ытти вӑхӑтри салтаксен ҫипуҫне ӑсталама палӑртать.

 

Алексей Енейкин