16 ҫулти Матвей Махов ятарлӑ ҫар операцийӗ валли "Нива" машин хатӗрленӗ

Республикӑра пурӑнакансен тата предприятисен пӗрлехи вӑйӗпе пуҫтарнӑ гуманитари пулӑшӑвне паян Шупашкартан ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑна ӑсатаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ, ҫи-пуҫ, фронтра кирлӗ хатӗрсемпе техникӑна ентешсем патне ҫитерӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Загорски посёлокӗнче пурӑнакан 16 ҫулти Матвей Махов хӑй ятӗнчен салтаксем патне "Нива" машина яма хатӗрленӗ.

Арҫын ача мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ техникӑпа кӑсӑкланнӑ. Малтан велосипедсемпе, мопедсемпе, мотоциклсемпе аппаланнӑ. Хӑшне-пӗрне юсама, пуҫтарма аслашшӗ пулӑшнӑ, чылай ыйту хуравне интернетра тупнӑ. Халӗ Матвей вӑхӑтне ытларах кивӗ мотоцикл патӗнче ирттерет. "Икӗ витре хушма пай йӑтса килнӗччӗ, майӗпен мотоцикл хурӑмӗ кӗрсе пырать-ха", - пӗлтерчӗ каччӑ. Кӳршӗ яла сӗт илме ҫӳреме те хӑй аллипех техника ӑсталанӑ вӑл.

Кӑҫал 9-мӗш класс пӗтернӗ ӑстана шӑпах кивӗ япаласем кӑсӑклантараҫҫӗ. Пуҫтарать, ҫитмен пайӗсене туянать, хӑшне-пӗрне мӗнпе улӑштармаллине хӑех шутласа тупать. Ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен укҫа ыйтас йӑла ҫук. Кӳршӗри кинемее утӑ ҫулса, вутӑ ҫурса парать-и, тимӗр-тӑмӑр пухать-и - кӗсйинче тыкаламалӑх укҫи-тенки ялан пур. Пӗринче сӗт илме кайсан кӳршӗсен картишӗнче чылай хушӑ хускалми ларнӑ «Нивӑна» асӑрханӑ. Ӑна вӑл хӑй пухса пынӑ укҫипе туяннӑ. Техникӑна юсаса йӗркене кӗртсе ҫитерме 8 уйӑх кирлӗ пулнӑ ӑна. Ҫавӑн пекех арҫын ача салтаксем патне ҫыру ҫырнӑ. Техникӑна вӑл "Боец" ят панӑ, "Нива" ҫул ҫинче, ҫапӑҫу хирӗнче ҫирӗп те чӑтӑмлӑ пуласса шаннине палӑртнӑ.

"Маншӑн тем пек хаклӑ пулин те, унта вӑл кирлӗрех", - тет кӑҫал Шупашкарти пӗр техникума вӗренме кӗнӗ пулас автомеханик. Хӑй вара Газ-24 «Волга» туянма ӗмӗтленет. "Ӑна юсаса йӗркене кӗртнӗ тӗле водитель прави илме те вӑхӑт ҫитӗ", - тет Матвей. Хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштаракан блог тытса пырать каччӑ. Ҫав хушӑрах кил хуҫалӑхри пӗр ӗҫрен те юлмасть.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров