Инҫет Хӗвелтухӑҫри, Ҫӗпӗрти регионсенче, Якути, Пушкӑрт, Тутар, Чӑваш, Мари Республикисенче пурӑнакансем искусствӑра пӗр чӗлхе тупнӑ. Ку курав Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн историнче юлӗ. Мӗншӗн тесен ытларах чухне художник профессийӗ арҫынсемшӗн ҫывӑх тени пур. Ку экспозици вара ҫак шухӑш ҫине урӑх енчен пӑхма хистет. Ҫӗре яхӑн хӑрарӑм-ӳнерҫӗ хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗ пирки каласа кӑтартать кунта. Турменистан тата Китай ҫӗршывӗсенчи сӑрӑ ӑстисен картинисемпе те киленме пулать.
Ку картинӑсем Чӑваш Ене мӗнле ҫитме пултарнӑ-ха? Вӗсен ҫулҫӳревӗ Амур ҫинчи Комсомольск хулинчен пуҫланнӑ, иккен. Ҫак проекта пуҫарса яраканӗ - Хабаровск тӑрӑхӗнчи Ирина Кочергина ӳнерҫӗ. Ӑна пленэр вӑхӑтӗнчи пӗр пулӑм тӗлӗнтернӗ - хӗрарӑм-художниксем йывӑр этюдниксем йӑтма та, ҫутӑ та черчен картинӑсем ӳкерме те пултараҫҫӗ. Ҫапла вара 6 ҫул каялла "Хӗрарӑмсем искусствӑра" проект ҫуралнӑ. Кӑҫал ӑна пӗрремӗш хут урӑн регионта йӗркеленӗ.
Шупашкарти ӗҫ-пуҫа йӗркелеме Ирина Чипенко художник пулӑшнӑ. Унӑн сӑмахӗпе, экспозицие хатӗрлеме ҫӑмӑл пулман. Кашни сӑрӑ ӑстин хӑйӗн "чӗлхи". Ҫаках куравӑн пуянлӑхӗ те. Чӑваш Ене авторсен ӗҫӗсем ҫеҫ мар, хӑйсем те ҫитнӗ. Ирина Кочергина чӑваш йӑли-йӗркине килӗштерни пирки пӗлтерчӗ. Чылай ҫӗрте пулнӑскер, пирӗн культура ыттисенчен уйрӑлса тӑнине палӑртрӗ. Хӗрарӑм-ӳнерҫӗсен тӗнчипе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшччен паллашма пулать.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров








