Юрӑ-кӗвӗпе киленнипе пӗрлех студентсем ҫӗннине нумай пӗлеҫҫӗ

Славян ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ уяв лаптӑкӗсенчен пӗри Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулчӗ.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче славян ҫырулӑхӗн уявне паллӑ тӑвасси - ырӑ йӑлара. Студентсем ҫак кун тӑтӑшах тӗрлӗ конкурспа конференци, уҫӑ уроксем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вара уяв ячӗпе вӗренекенсене Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли саламларӗ. Палӑртмалла, академи симфони капелли университетра унччен те концертсем йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем артистсене яланах хаваспа йышӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пек уявсем питӗ кӑсӑклӑ пулнине палӑртаҫҫӗ вӗсем. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров