Кӗсле - чи авалхи музыка инструменчӗсенчен пӗри. Ӗлӗк кашни ҫемьерех вӑл пулнӑ, пӗр уяв та кӗсле каламасӑр иртмен. Илемлӗ те таса янӑраканскер паян та халӑх пултарулӑхне юратакансене пӗрле пуҫтарать. Программӑра чӑваш, вырӑс тата мари инструменчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем питӗ хӑйнеевӗрлӗ, пӗр-пӗринчен янравӗпе тата формипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, чӑвашсен кӗсли тӗрлӗ хӗлӗхлӗ пулма пултарать.
Музыка шкулӗсенче ӑсталӑхне туптакансемпе танах аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем, вӗрентекенсем тата паллӑ музыкантсем сцена ҫине тухрӗҫ.
Уява килнисем валли уҫӑ уроксем иртрӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем кӗсле каласа пӑхма та пултарчӗҫ. Ҫакӑн пек фестивальсем пултаруллӑ ҫамрӑксене питӗ хавхалантараҫҫӗ. Кунта вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, ытти музыкантсемпе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗслеҫӗсен фестивалӗ авалхи халӑх музыка инструментне упраса хӑварассине, ҫак ӳнере малалла аталантарассине пысӑк витӗм кӳрет.
Елена Дмитриева, Борис Андреев








