Юбилейлӑ сезонри пӗрремӗш премьера

Ҫамрӑксен театрӗнче куракансем валли ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ. Сцена ҫинче - "Кошкин дом" юрӑллӑ-ташӑллӑ юмах.

Ачасене хӑйне питӗ юратакан, нимӗнпе те урӑх кӑсӑкланман кушак ҫинчен хаваслӑ постановка кӗтет. Унӑн инкек сиксе тухсассӑн - ҫурчӗ ҫунса кайсассӑн - унчченхи "туссенчен" пӗри те пулӑшма васкамасть. Юмах, паллах, ырӑпа вӗҫленет. Пурте пӗрле тӑрӑшнипе ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклесе лартаҫҫӗ. Спектакль ачасемшӗн кӑна мар, ҫитӗннисемшӗн те кӑсӑклӑ пулӗ. Ку спектакль театр репертуарӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтрах авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тата 11-мӗшӗче кӑтартӗҫ. Ҫамрӑксен театрӗнче юбилейлӑ 90-мӗш сезон вара авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче "Кукукку куҫҫулӗ" спектакльпе уҫӑлӗ. 

Виктория Юдина, Вадим Владимиров