Кӑҫалхи фестивале йӗркелӳҫӗсем Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. "Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук" фестивалӗн тӗллевӗ - тӗрлӗ халӑх ҫыннисем килӗштерсе пурӑнсан ҫӗршыв хӑвачӗ татах та ӳсессе ҫитӗнекен ӑрӑва кӑтартса парасси. Авалтан килекен ырӑ йӑласене манӑҫтарас марччӗ тесен, юнашар пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн культурине те, историне те пӗлмелле.
Уяв программинче - пултарулӑха тӗрлӗ енчен кӑтартма май паракан лапамсем. "Халӑх хитре йӑлипе", "Ҫӗр-пин юрӑ ҫӗршывӗнче", "Халӑх юрри-кӗвви - чунӑм уҫҫи", "Туслӑх асамачӗ", "Пирӗн ҫемьен юратнӑ наци апачӗ" номинацисенче ӑмӑртса ачасем хӑй халӑхӗн, йӑхӗн маттурлӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Аслисем вара ӗмӗртен сӑнаса, пуҫтарса пынӑ пурнӑҫ ӑсне вӗрентрӗҫ.
Тӗрлӗ тӗспе, тумпа, нумай халӑх пуянлӑхӗпе ҫиҫсе тӑракан фестивальте тӳресене чи пултаруллисене уйӑрса палӑртма ансат пулмарӗ. Ачасем ӑнланаҫҫӗ: кун пек ӑмӑртура ҫӗнтерни мар, хутшӑнни паха. Фестивальте кашни ачана савӑнтарма май пулчӗ. Чыславра вӗренекенсене те, вӗсене хатӗрлекенсене те тимлӗх уйӑрчӗҫ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков